Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асаннеçĕм, асанне

16 марта 2011 г.

Манăн асанне çут тĕнчене 1930-мĕш çулхи кĕркунне килнĕ. Вăл Кивĕ Чукал ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ăна Мария Трофимовна Ларева тесе чĕнеççĕ (хĕр чухнехи хушамачĕ Афанасьева).

Вăрçă çулĕсенче, ытти ачасенни пекех, асаннен те пурнăç урапи çăмăл шуман. Вăл, çемьере асли пулнă май, пĕчĕкренех амăшĕн пулăшаканĕ, тĕрекĕ пулнă.

Ун хыççăн тата 3 хĕр ача ÿснĕ. Киле кăштах усă пултăр тесе кÿршĕ ялсенче пахча чавса çÿренĕ, çырла татса сутнă. Амăшĕ колхоз ферминче ĕçленипе килти ĕçсем те ун çине тиеннĕ. Ашшĕ вăрçăран таврăнайман.

Асанне, шкула пĕр çул кăна çÿренĕ пулсан та çырма, вулама пĕлет. Тавра курăмĕ те унăн тĕрлĕ енлĕ. Стена çинче яланах унăн Раççей, çĕр чăмăрĕн карттисем çакăнса тăраççĕ. Радиопа, телевизорпа паракан çĕнĕ хыпарсене итлемесĕр пĕр кун та юлмасть. Илтнине, вуланине те манмасть. Шашкăлла питĕ лайăх вылять. Пушă вăхăтра эпир унпа час-часах шашка вăййин ăмăртăвне ирттеретпĕр.

Кăмăлĕпе те ырă вăл. Нихăçан та кăшкăрса-вăрçса пăрахмасть мăнукĕсене, лăпкăн ăнлантарать, кирлĕ чухне пулăшать. Асанне, калаçма юратаканскер, сăмах çăмхине сÿтсе иртнĕ пурнăçĕ çинчен нумай каласа парать. Хăй çамрăклах Казахстанра, Смоленскра, Мускавра ĕçлесе пурăннине аса илет...

"Вăрçă хыççăнхи йывăр çулсем... Эпир, хамăр ялти 3 хĕрпе 4 каччă, Чăвашран каякан çамрăксемпе пĕрлешсе Казахстана ĕçлеме тухса кайрăмăр. Нефть пăрăхĕсем хумалли 2 метр çурă тарăнăш траншея чаваттăмăр. Чавнă шăтăка нефть тухса пыратчĕ. Траншея хĕррисем ишĕле-ишĕле анатчĕç. Пирĕн бригадăри 3 хĕрĕн, çĕр ишĕлсе аннипе, хулпуççийĕсем хуçăлнăччĕ. Питĕ хăрушăччĕ. Нумайăшĕ çулталăк çитичченех каялла пăрахса кайрĕç. Эпир хамăр ялтан 2 хĕр тăрса юлтăмăр. Каясчĕ, манăн çемьене пулăшмалла..."

Çапла, çамрăклах унăн хулпуççийĕ çине йывăр тиев тиеннĕ. Смоленскра торф кăларнă, Мускаври стройкăра вăй хунă, кайран нумай çул хушши вăрманта сухăр чĕрнĕ çĕрте ĕçленĕ.

Хальхи вăхăтра асанне пĕчченех пурăнать. Асатте пĕлтĕр çĕре кĕчĕ. Асаттепе иккĕшĕ вĕсем 6 ача çуратса пăхса ÿстернĕ. Асанне 11 мăнукĕпе, мăнукĕсен 2 ачипе савăнать. Ĕçсĕр пурăнаймасть вăл: сыснасем, сурăхсем, чăх-чĕп усрать.

Ачисем, мăнукĕсем тĕп киле пуçтарăнсан асаннен кил – çурчĕ хаваслă шăв-шавпа тулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика