16 марта 2011 г.
ÇĔНĔ ÇУЛ умĕн Шупашкар районĕнчи Кÿкеç паççулккинчи пĕр йĕкĕт Карапай Шăмăршăна тăванĕсем патне килнĕ. Çак ял каччипе хăна хушшинче тем сăлтава пула урамра хирĕçÿ çĕкленнĕ – вĕсем пĕр-пĕрне чышкă-маклашкă панă.
Кун хыççăн çамрăксенчен пĕри милицие заявлени тăратнă. Тепри те парăмра юлман – хăйне хĕнени пирки заявлени çырнă.
РФ УКĕн 116 статйин 1 пайĕ тăрăх икĕ йĕкĕт пирки уголовнăй ĕç пуçарнă, материалсене суда тăратнă.
Пĕр-пĕринпе тÿпелешнĕ çамрăксем нумаях пулмасть суд сакки çине ларнă. Вĕсем пĕр-пĕринпе мирлешни пирки пĕлтерсен суд участокĕн миравай судйи уголовнăй ĕçсене хупнă, материалсене архива янă.
Шутламасăр тунă ĕç ыратман пуçа ним çукран ыраттарать, ĕнсене кăтăр-катăр хыçтарать çав.