19 марта 2011 г.
Михаил Игнатьев Президент ертсе пынипе Чăваш Республикин делегацийĕ мартăн 15-мĕшĕнче Тутарстанра официаллă визитпа пулнă
Чăваш Ен делегацийĕ агроиндустри сферин предприятийĕнче – "Майский" теплица комбиначĕ" ОООра пулнă. Унăн директорĕ Ильшат Ганиев предприяти çитĕнĕвĕсемпе малашлăхĕ, çĕнĕ энергоцентр строительстви çинчен каласа панă. Кунта 70-е яхăн çын ĕçлет. Президентсем теплицăра çитĕнтернĕ çĕр çырлине тутанса пăхнă. Тутарстан Президенчĕ Рустам Минниханов палăртнă тăрăх кунта экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци ÿстереççĕ. Регионсен ертÿçисем çавăн пекех помидор, хăяр, çĕр çырли çитĕнтерекен теплицăсене пăхса çаврăннă, унашкаллисем Чăваш Енре те, "Ольдеевское" хуçалăхра, ăнăçлă ĕçлеççĕ.
Унтан хăнасем "Химград" технополис производствинче пулнă. Унăн директорĕсен канашĕн председателĕ Альберт Каримов пурнăçланă ĕç çинчен каласа панă.
Тутарстан Республики инженери, транспорт, производство, çурт-йĕр инфратытăмĕллĕ технопарксене аталантармалли территори пулса тăрать. "ИТ-парк" технопаркра электрон правительствин презентацийĕ пулнă. Кунтах электрон документ çаврăнăшĕн пĕрлехи тытăмне хута янин опычĕпе паллаштарнă.
Федерацин Хусан (Атăлçи) университетĕнче Тутарстанри Чăваш наци культура автономийĕн активĕпе тĕл пулнă. Автономие 2001 çултанпа Константин Яковлев ертсе пырать. Диаспора представителĕсемпе калаçнă май М.Игнатьев çапла палăртнă: "Паян пирĕн нумай нациллĕ республикăсенче çынсем питĕ туслă пурăнаççĕ. Тутарстана килнĕ май малашне те килĕштерсе ĕçлеме хушма хăват илтĕмĕр. Пирĕн туслă çыхăнусем чăваш тата тутар халăхĕсен ырлăхĕшĕн çирĕпленсе пырасса шанатăп. Сирĕн патра вĕренмелли пур, вĕренни вара яланах кирлĕ. Малашне те пĕрлех малалла утăпăр".
Визит вăхăтĕнче Чăваш Ен делегацийĕ "Универсиада-2013" презентаципе, аслă шкулăн истори музейĕпе паллашнă.
Унтан Хусан хулин мэрийĕнче Чăваш Енри хуласен пуçлăхĕсем Тутарстан тĕп хулин ертÿçисемпе курнăçнă, тĕл пулура пĕр-пĕрин шухăшĕсемпе паллашнă, Тутарстанăн Промышленноçпа суту-илÿ министерствинче икĕ регион бизнес пĕрлĕхĕн представителĕсем пĕр-пĕриншĕн тупăшлă никĕс çинче алла-аллăн ĕçлес ыйтусене сÿтсе явнă.
Çавăн пекех Чăваш Енпе Тутарстан президенчĕсен тĕл пулăвĕ иртнĕ, унта икĕ республика тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан Килĕшĕве алă пуснă.