19 марта 2011 г.
Палтиелĕнче пурăнакан Г.Сергеев хăйĕн пурнăçĕнче савăнăçне те, хуйхи-суйхине те нумай курнă. 1931 çулта çуралнăскер, вăрçă тертне те, нушине те ас тивнĕ. Вăл вăхăтра ÿснĕ ачасем пекех колхозра ĕçленĕ, йывăр ĕçре мĕн вăй çитнĕ таран тăрăшнă. Шкулта унăн пурĕ те 4 çул кăна вĕренме тÿр килнĕ.
Çитĕнсен, Георгий Сергеев Шăмăршăра тракториста вĕреннĕ, ялти "Красная звезда" колхозра ĕçлеме тытăннă. Ăна У-2 трактор шанса панă. Çара кайичченех унпа ĕçленĕ вăл. 1953 çулта салтак тумне тăхăннă. Çар хĕсметне Германире ирттернĕ, сержант званийĕпе киле таврăннă.
1956 çулта каллех тăван колхозрах ĕçлеме пуçланă. Г.Сергеевăн хальхинче НАТИ тракторпа ĕçлеме тивнĕ. Каярах ДТ-54, ДТ-75 хурçă утсене чуптарнă вăл.
Ялти икĕ колхоза пĕрлештерсе "Мир" хуçалăх йĕркелесен те, икĕ ялăн çĕрĕсемпе йĕркеленĕ "Ленинская искра" колхозра та аллинчен трактор рульне яман. Вăл суха тунă, сÿреленĕ, тырă-пулă акнă. Паллах, ытти ĕçсене те пурнăçланă.
Георгий Антонович пенсие кайичченех колхозра ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан та, хăнăхнă йăлапа, татах ĕçе тухса утнă. Унăн пархатарлă ĕçне колхоз правленийĕ те, çÿлерех тăракан органсем те пысăка хурса хакланă. Вăл – ĕç ветеранĕ. Ăна медальсемпе знаксем парса та чыс тунă. Хисеп грамотисен шучĕ те çук.
Г.Сергеев, 80 çула çитрĕ пулсан та, ĕçсĕр лармасть. Кил хушшинче тĕрлĕ ĕçсемпе тăрмашать. Мăшăрĕпе Вера Андреевнăпа (шел, вăл пирĕнтен уйрăлса кайнă) 5 ывăлпа 2 хĕр çуратса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Хальхи вăхăтра ĕç ветеранĕ Вова ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăнать.