19 марта 2011 г.
ÇĔНĔ ШĂМĂРШĂРИ Владимирпа Людмила Ивановсем ялти пурнăçа кăмăллаççĕ. Вĕсем килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, пахча çимĕç туса илеççĕ, сад ĕрчетеççĕ. Ĕçчен çемьен картишĕнче ĕне, халь-халь пăруламалли пушмак пăру, виçĕ сысна, сурăхсем, чăх-чĕп "хуçаланаççĕ". Çу кунĕсенче картишне хурсем те илем кÿреççĕ.
– Эпир сĕт-çу, аш-пăш лавккаран е пасартан туянмастпăр, хамăрах туса илетпĕр. Килти шанчăклăрах та, тутлăрах та, – теççĕ Ивановсем. Чăнах та, çакна хирĕçлесе нимĕнех те калаймăн. Алса-чăлха валли çăмĕ те пур вĕсен. Уншăн та пуç ватмалла мар.
Кил хуçи – Владимир – "Исток" ОООра механизаторта вăй хурать. "Хурçă ута" яланах кăлтăксăр ĕçлеттерет, хăйне шаннă ĕçе чун-чĕререн юратса пурнăçлать. Людмила вара – тивĕçлĕ канура, кил-çурт таврашĕнчи ĕçсемпе аппаланать. Ивановсен ачисем те хăйсем пекех ĕçчен те пултаруллă. Вĕсем те пĕр ĕçрен те хăрамаççĕ, ÿркенмеççĕ.