19 марта 2011 г.
ШĂМĂРШĂ шкулĕ çумĕнчи шкула каяс умĕнхи класс ачисем кашни уява, тĕрлĕ мероприятисене хастар хутшăнаççĕ, хаваслă ирттереççĕ. Тăрăшсах теттесем, сувенирсем хатĕрлеççĕ. Паллах, ăслăлăх тĕнчин алăкне те уçма пăхаççĕ: сас паллисене паллама вĕренеççĕ, шутлама хăнăхаççĕ, ÿкерчĕксем тăваççĕ.
Кĕркунне парта хушшине ларма хатĕрленекенсем утренниксене те интереслĕ ирттереççĕ, хăйсен пултарулăхĕпе ашшĕ-амăшне савăнтараççĕ. "Озорные колобки" тата "Семицветики" ушкăнсенчи хĕрачасемпе арçын ачасем амăшĕсене Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен уявĕпе, ашшĕсене Çĕр-шыв хÿтĕлевçисен кунĕпе саламласа пĕчĕк концерт лартса пачĕç. Шăпăрлансем сăвăсем вуларĕç, юрăсем юрларĕç. Маттурскерсем чăннипех те аслисене савăнтарма пултарчĕç.
Çăварни эрнине те лайăх кăмăлпа ирттерчĕç ачасем. Çак уявăн историйĕпе, йăли-йĕркипе паллашрĕç,тутлă икерчĕпе сăйланчĕç.