19 марта 2011 г.
АНАТ ЧАТКАСРА çуралнă Лидия Мартынова ачаранах учительница пулма ĕмĕтленнĕ. Вăл вĕренÿре яланах "5" паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă. Тулли мар вăтам пĕлÿ илсен, 1961 çулта, мал ĕмĕтлĕ хĕр докуменсене Канашри педучилищĕне тăратнă.
Вĕренÿ отличницине училищĕне экзаменсем памасăрах йышăннă. Учитель дипломĕ патнелле илсе хăпаракан пусман пĕрремĕш картлашки çине пусни Лидия Мартынована чунтанах савăнтарнă, хавхалантарнă.
1965 çулта дипломлă çамрăк специалиста хамăр районах – Анат Чаткасри 8 çул вĕренмелли шкул çумĕнчи Триер паççулккинчи пуçламăш классене вĕрентме янă. Харăсах 4 класпа ĕçлеме тивнĕ çамрăк учительницăн. Апла пулин те хĕр йывăрлăхсем умĕнче пуç усман, пĕчĕккисене çирĕп пĕлÿ пама тăрăшнă.
1966 çултан пуçласа Лидия Васильевна Карапай Шăмăршă шкулĕнче ĕçлеме пуçланă. Малтан пуçламăш классене вĕрентнĕ. Тепĕр çултан заочнăй майпа Чăваш патшалăх университечĕн вырăс чĕлхипе литература уйрăмне вĕренме кĕнĕ. 1970 çулта Лидия Васильевна шкулта çак предметсене вĕрентме тытăннă.
1971 çулхи февральте çамрăк учительницăн пурнăçĕнче пысăк улшăну пулса иртнĕ – вăл Киров ячĕллĕ колхозăн трактор бригадин бригадирĕпе Геннадий Карповпа пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Туслă çемьене тулли савăнăç кÿрсе Карповсен кил-йышне умлă-хыçлă 2 хĕр пĕрчи хутшăннă.
1981 çулта Карапай Шăмăршăра "Василек" ача сачĕ уçăлсан, унăн заведующийĕ пулма Л.В. Карпована çирĕплетнĕ. Учреждение кадрсемпе çирĕплетес, унăн ĕç-хĕлне йĕркелес, пурлăх никĕсне хывас тĕлĕшпе ертÿçĕ нумай вăй хунă.
Виçĕ çултан Лидия Васильевна каллех шкула куçнă, пуçламăш классене вĕрентнĕ. Çулран-çул пултаруллăн ĕçлесе пынă Л.В. Карпова. Унăн урокĕсем яланах тивĕçлĕ методика шайĕнче иртнĕ. "Пĕрремĕш категориллĕ учитель" ята тивĕçнĕ. 2003 çултанпа – тивĕçлĕ канура.
Чылай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Лидия Васильевнăна "Ĕç ветеранĕ" медальпе, "Çут ĕç отличникĕ" знакпа, РФ тата ЧР Çутĕç министерствисен, районти Çут ĕç пайĕн Хисеп грамотисемпе чысланă.
Обществăлла ĕçсенчен те пăрăнман вăл: 15 çул ялти хĕрарăмсен советне ертсе пынă, хорта юрланă, шкулта профсоюз комитечĕн членĕ пулнă.
Геннадий Петровичпа Лидия Васильевна 2 хĕрне тивĕçлĕ воспитани парса, аслă пĕлÿ илме пулăшса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Иринăпа Светлана – педагогсем. Иккĕшĕ те – çемьеллĕ. Карповсен – 4 мăнук.
Мартăн 18-мĕшĕнче Л.В. Карпова 65 çул тултарчĕ. Чаплă юбилей ячĕпе ăна юратнă мăшăрĕ, ачисем, мăнукĕсем, тăванĕсем, пĕрле ĕçленĕ педагогсем ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăхпа тулли телей, вăрăм ĕмĕр сунчĕç.