Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сиенлĕ йăла пурнăçа аркатать

19 марта 2011 г.

АЛКОГОЛЬПЕ иртĕхни пулас ачасен сывлăхне сиенлĕ витĕм кÿнине авалах пĕлнĕ. Ку ыйту – паян та чи çивĕччисенчен пĕри. Авалхи Грецире мăшăрланакансене туй кунĕнче эрех ĕçме чарнă. Авалхи Римра вара 30 çула çитиччен хаяр шĕвек пачах ĕçме юраман. Алкоголь çамрăк клеткăна сиенлесе улăштарать, çавна пула пепке сусăр çуралма пултарать. Эрех ĕçекен ашшĕ-амăшĕн ăс-тăн тĕлĕшĕнчен катăк ача çурални час-часах тĕл пулать.

Ача кĕтекен амăшĕ эрех е сăра ĕçни хырăмри пепкишĕн хăрушă. Алкоголь вар-хырăмран юна çăмăллăнах сăрхăнса кĕрет, амăшĕн юнĕнчен вара ача юнне лекет. Вăл шĕвек ытларах органсемпе тĕртĕмсенче пухăнать. Этем пуç миминче вара шыв нумай, çавăна ăна алкоголь уйрăмах вăйлă витерет.

Кăкăр ĕмĕртнĕ чухне те эрех-сăра ĕçме юрамасть. Вăл амăшĕн сĕчĕпе пепке организмне лексе пысăк сиен кÿме пултарать.

Унсăр пуçне ача шăпи вăл мĕнле социаллă лару-тăрура ÿснинчен те килет. Килтисем, тăвансем е кÿршĕсем ĕçеççĕ пулсан унăн та алкоголь туртăмĕ аталанать.

Алкоголь туртăмĕ йăхран та куçать.

Пĕчĕкрен ĕçкĕ-çикĕ условийĕсенче пурăнакан ача çитĕннисене кура çамрăклах ĕçме вĕренет, алкоголь чури пулса тăрать. Çул çитмен çамрăк организмĕ çирĕпленсе çитмен-ха, çавăнпа алкоголизм питĕ хăвăрт аталанать, чылай йывăртарах иртет. Çак чир патне çитерекен сăлтавсен шутĕнче – культура шайĕ пĕчĕк пулни, сипетсĕрлĕх, пушă вăхăта тĕрĕс йĕркелеме пĕлменни, кăмăл уйрăмлăхĕсем.

Алкогольпе иртĕхекен çамрăкăн ăс-хакăлĕ улшăнать: тăванлăх туйăмĕ пĕтет, усаллăхĕ вăйланать, вăл час-часах чăркăшать, хирĕçет, урамра хăйне чыссăр тытать, преступлени çулĕ çине те тăма пултарать.

Алкоголь пулас ăрăва сиенлĕ витĕм кÿнине яланах асра тытмалла. Ачасем – пирĕн пуласлăх. Вĕсен сывлăхĕпе телейне аркатас марччĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика