19 марта 2011 г.
"Чăваш вăрманĕ" наци паркĕнче "Парксен маршĕ – 2011" пуçланчĕ. Кăçал вăл "Ешерекен вăрман – чи лайăх климат" девизпа иртет. Ăна ООН кăçалхи çула Пĕтĕм тĕнчери вăрмансен çулталăкĕ тесе йышăннине халалланă. Иртнĕ çул çĕр-шывра, урăх патшалăхсенче те вăрмансем нумай çуннине шута илсен, çак акцин пĕлтерĕшĕ чăннипех те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Акцин тĕп тĕллевĕ – халăхра экологи культурин шайне ÿстересси, заповедниксемпе наци паркĕсене сыхласа хăварасси, çут çанталăкпа тăван тавралăха упрас ĕçре çынсен ăнланулăхне ÿстересси. "Парксен маршĕ" – çулсеренех йĕркелекен тĕнче пĕлтерĕшлĕ социаллă-экологилле акци.
Акци вăхăтĕнче çавра сĕтелсем, экологи уявĕсем, тематикăллă выставкăсем, конкурссем ирттерме палăртнă. Нумаях пулмасть кăна-ха "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕнче "Эпир ÿсекен тĕнче" темăпа экологи утренникĕ йĕркелерĕмĕр. Унта Шăмăршăри "Аленушка" ача сачĕн воспитанникĕсем хутшăнчĕç. Ăна йĕркелеме Чăваш Республикинчи çамрăксен экологи дружинин членĕсем те пысăк пулăшу пачĕç.