19 марта 2011 г.
РАЙОНТА массăллă спорта аталантарас тĕлĕшпе сахал мар вăй хураççĕ, спортăн тĕрлĕ енĕсемпе ăмăртусем йĕркелеççĕ. Вĕсене ял поселенийĕсен, учрежденисен, предприятисемпе организацисен, шкулсен командисем хастар хутшăнаççĕ. Çавăн пекех республика чемпионачĕсенче те пирĕн ентешсем начар мар ăмăртаççĕ.
Шăмăршăра уçăлнă "Туслăх" физкультурăпа спорт комплексĕ те спорта юратакан район çыннисене кашни кунах 8 сехетрен пуçласа 21 сехетчен йышăнать. Кунта кĕрешÿçĕсен самбо, дзюдо секцийĕсем, фитнес клуб лайăх ĕçлеççĕ. Пирĕн пата кĕрешÿ мелĕсене туптакансем нумаййăн çÿреççĕ, вĕсемпе тренерсем тăрăшаççĕ. Фитнес клуба уйрăмах хĕрсемпе хĕрарăмсем кăмăллаççĕ. Вĕсем тĕрлĕ хусканусем туса шăм-шака çемçетеççĕ, ÿт-пĕве тĕреклетсе илемлетеççĕ.
Шывра ишме кăмăл тăвакансем валли хулари пек чаплă бассейн пур.
Хаваспах чăмпăлтатаççĕ кунта ачасемпе çитĕннисем. Çавăн пекех теннисла та выляма пулать. Ытти спорт тĕсĕсене юратакансене спорт инвентарьне вăхăтлăха усă курма (прокат) паратпăр. Паллах, уншăн кăштах укçа тÿлеме тивет.
Сывлăхлă та тĕреклĕ пулас тесен пурин те спортпа туслашмалла. Май пулсанах "Туслăх" физкультурăпа спорт комплексне çитме васкăр. Ĕçри ывăннăлăха ирттерме те спорт хусканăвĕсем пулăшнине асра тытар. Пурте сывлăхлă пулар.