23 марта 2011 г.
"ЧĂВАШ ВĂРМАНĔ" наци паркĕ 25 пин гектар йышăнать. Вăл Федерацин çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан территорийĕсен шутне кĕрет. Ун пекки республикăра урăх çук. Çурçĕртен кăнтăралла – 24, хĕвел тухăçĕнчен анăçалла 17 çухрăм тăсăлать. Кÿршĕри Улатăр тата Патăрьел районĕсемсĕр пуçне пĕр енĕпе Тутарстанри Çĕпрелпе чикĕленет. Йĕри-тавра çуран çаврăнас тесен ик-виçĕ кун кирлĕ. Тĕлĕнмелли çакă кăна мар-ха. Парк çеçен хирпе вăрман пĕрлешнĕ çĕрте вырнаçнă. Чĕмпĕр еннелле кайсан лаппăшĕпех хуплакан йывăç-тĕме текех кураймăн. Унта хура тăпраллă анасем кăна. Кунта вара хăйăрлă, тăмлă çĕр пайтах. Чулли те пур. Ÿсен-тăранпа чĕр чун тĕнчи калама çук пуян. Турă мĕн кăна памасть-тĕр!
"Чăваш вăрманĕнче" авалхи хыр, чăрăш, йĕлме, хурама чылай. Çĕпĕр кедрĕпе лиственница аван çитĕнеççĕ. Тĕрлĕ йышши ÿсен-тăран сакăр çĕр ытла. Пурне те палăртнă тесе çирĕплетме çук. Мĕншĕн тесен ăсчахсем Шупашкартан е урăх регионтан килсе çуллен тĕрлĕ курăк шыраççĕ. Ÿсен-тăран вĕçĕ-хĕрри çук тейĕн. Утмăлăшне республикăн Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ. Тепĕр çĕрте кăнтăрла хунар çутса шырасан та тупайман çеçпĕл, чăпăл тата ие курăкĕсем, качака мамăкĕ, орхидея вăрă кăлараççĕ. Эмел курăкĕ кăна мĕн тĕрли çук: çу лантăшĕ, сар çип ути, кăлкан тата ытти те.
Амăш сĕчĕпе ÿсекен 44 тĕрлĕ чĕр чун, 182 тĕрлĕ вĕçен кайăк, 16 йышши çĕлен-калта, 19 тĕрлĕ пулă, нумай хурт-кăпшанкă пурăнать. Парка сунарçăсене кĕртме чарнăранпа хăмăр упа, çÿлевĕç, шашкă, ăтăр таврăннă, хир сы-сни, пăши, карăк, ăсан, пăчăр ĕрчет. Хура чĕкеç, шăпчăк, кăсăя çинчен калаçса та тăмăпăр. Вĕсем пайтах кунта.
Çулла парк – наука тĕпчевĕсен стационарĕ. Çуллен пирĕн пата тĕпчевçĕсем, преподавательсем, студентсем килеççĕ, ботаника, зоологи, географи сăнавĕсем, вĕренÿпе производство практики ирттереççĕ, диплом ĕçĕ çырма материал пуçтараççĕ. Шупашкартан кăна мар, Чулхуларан, Чĕмпĕртен, Йошкар-Оларан тата Саранскран йышăнатпăр.
Пирĕн тĕллев – çут çанталăкпа истори палăкĕсене, флорăпа фаунăн сайра тĕл пулакан вырăнĕсене тупса палăртасси, республикăн Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ чĕр чунсемпе ÿсен-тăрана сыхласа хăварасси, ĕрчетесси.
Паркăн "Çут çанталăк летопиçне" те çыратпăр. Паркра тăватă ураллă тата çунатлă чĕр чун йышĕ чакнине палăртман. Вăл пĕр шайра тăрать. Хăнтăрпа сăсар нумайланнă. Пĕр çĕртен тепĕр çĕре куçса çÿрекен патша ăмăрт кайăкĕ, ÿхĕ тата çĕлен хурчки наци паркне кăмăллани, йăва çавăрса чĕп кăларни савăнтарать.
Тĕпчев кунпа кăна вĕçленмест. Çуркунне кÿлĕри вĕçен кайăксене, кĕркунне çырмасенчи хăнтăрсене шутлатпăр. Вĕçĕмсĕр мониторинг ирттерни, экотытăм лару-тăрăвне пĕлсе тăни, çивĕч ыйтусене инкеке лекиччен татса пани, чĕр чун тĕсĕсене ĕрчеме пулăшни – пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç.