Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика фестивалĕсене хутшăнчĕç

23 марта 2011 г.

НУМАЯХ пулмасть Патăрьелĕнче республикăри "Ай, ташлар-и;", "Пĕрле – туслă çемье" фестивальсен зонăри конкурсĕсем иртрĕç. Пĕрлех "Çемье мастерскойĕ" конкурс-выставка та пулчĕ. Çак мероприятисене Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк тата Шăмăршă районĕсенчи çынсем хутшăнчĕç.

"Ай, ташлар-и;" конкурсра пирĕн районтан "Антонина" халăх ташă коллективĕ, ачасен кăтартуллă "Фламинго" ташă ансамблĕ тата Пуянкассинчи "Шанчăк" ташă ушкăнĕ ăмăртрĕç, хăйсене лайăх енĕпе кăтартрĕç.

"Пĕрле – туслă çемье" конкурсра Кивĕ Чукалти Малеевсен, Палтиелĕнчи Долговсен çемье ансамблĕсем те лайăхпа палăрчĕç. Хăйсен программинчи юрăсене ăста шăрантарчĕç.

"Çемье мастерскойĕ" выставкăна Карапай Шăмăршăри Деомидовсен çемйи йывăçран ăсталанă алĕç япалисем тата çыхса хатĕрленĕ ĕçсем тăратрĕ. Жюри вĕсене Шупашкарта иртекен выставка валли суйласа илчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика