23 марта 2011 г.
КИВĔ ЧУКАЛТИ Захар Савельев пĕчĕкренех музыка патнелле туртăннă. Ялта вăл е ку урамра каçхине купăс сассине илтсенех арçын ача çамрăксем пуçтарăнакан вырăналла чупнă. Хĕрсемпе каччăсем такмакласа ташланине вăл чылайччен итлесе тăнă (иртнĕ ĕмĕрти 60-мĕш çулсенче магнитофонсем пулман-ха). Уйрăмах купăс сасси илĕртнĕ Захара. "Эх манăн та купăс калама вĕренесчĕ, çамрăксене юрлаттарасчĕ-ташлаттарасчĕ", – ĕмĕтленнĕ арçын ача.
Куккăшсем – Иванпа Михаил Веденеевсем Кивĕ Чукалта ăста купăсçăсем пулнипе палăрса тăнă. Вĕсем патне кайсан Захар алла тÿрех купăс тытнă, хăй тĕллĕнех ансат кĕвĕсем калама хăнăхнă.
Ывăлĕ музыкăна юратнине туйса, ашшĕ, Николай Дмитриевич, ăна купăс туянса панă. Кун хыççăн вара Захар час-часах хăй илтнĕ кĕвĕсене шăрантарнă. Чăваш-вырăс ташшисен кĕввисене те калама хăнăхнă.
Купăсçăсем ялсенче ĕлĕкренпех сахал пулнă. Ăста купăсçăсем вара ялта пĕрре-иккĕрен ытла мар. Кĕвве астуса юлас, унăн ритмне тытса пырас пултарулăха Турă парать. Çакнашкал пултарулăха илнĕ çынсенчен пĕри – Захар Савельев.
Юрă-ташă кĕввисене ăста каланă май ăна 5-6 классенче вĕреннĕ вăхăтрах ялти туйсене чĕнме пуçланă. Туй халăхне савăнăç кÿнĕшĕн 5 е 10 тенкĕ укçа парса та хавхалантарнă ăна. Паллах, Кивĕ Чукал шкулĕнче чылай мероприятие Захар хăйĕн купăсĕн асамлă сассипе илемлетнĕ. Ашшĕн тетĕшĕ баян парнелесен, çак инструментпа та калама вĕреннĕ.
Ку пĕтĕмпех арçын ачан музыка туртăмĕпе, чун ытйнипе пулса пынă. Малтанласа хăйĕн пурнăçне музыкант ĕçĕпе çыхăнтарма пачах та шутламан вăл. Çавна май 1967 çулта 8 класс пĕтерсен Çурçĕр Казахстана профессипе техника училищине вĕренме тухса кайнă. Унта 2 çул платник-столяр ăсталăхне вĕренсен, каçхи шкулта вăтам пĕлÿ илсен пĕр хушă çав тăрăхрах ĕçлесе пурăннă.
Чун-чĕре çуралнă кĕтесшĕн тунсăхланă май, 1970 çулта Захар Савельев Кивĕ Чукала таврăннă. Ăна часах ял Советне чĕнтерсе илнĕ, Шăмăршăна баянистсен курсне вĕренме кайма, кайран ял клубĕнче илемлĕ пултарулăх ертÿçинче ĕçлеме сĕннĕ. Çак сĕнĕве йĕкĕт хапăл туса йышăннă.
Нотăсем тăрăх кĕвĕ-çемĕ калама хăнăхсан, 1971 çулхи майăн 23-мĕшĕнче Захар Савельевăн культура сферинчи ĕç биографийĕ пуçланнă. Художество ертÿçин тивĕçне вăл паянхи кунчченех – пĕр улшăнми 40 çул (!) – чыслăн пурнăçлать.
Çак хушăра Культура çурчĕн заведующийĕсем темиçе те улшăннă, анчах та Захар Николаевич хăйĕн ĕçĕнче чăтăмлăн ĕçленĕ, ялти илемлĕ пултарулăха малалла аталантарма тăрăшнă (заочнăй майпа Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищине пĕтернĕ). Вăл ертсе пыракан вокал ансамблĕсем тата хор районта яланах лайăхпа палăрса тăраççĕ, смотр-конкурссенче, тĕрлĕ фестивальсенче çĕнтерÿçĕсен йышне те кĕреççĕ.
Захар Николаевич 2005 çултанпа З.Карзанова заведующипе пĕрле ĕçлет. Культура çурчĕн пуçлăхĕпе илемлĕ пултарулăх ертÿçи ĕçре пур ыйтупа та пĕр-пĕрне лайăх ăнланаççĕ, "культура лавне" пĕрле тапса туртаççĕ. Ку, паллах, ĕçре çĕнĕ ÿсĕмсем тума май парать. З.Карзанова ертсе пыракан, З.Савельев аккомпаниатор пулăшăвĕ паракан "Пилеш" фольклор ансамблĕ районта та лайăхпа палăрса тăрать.
2004 çултанпа З.Савельев Чукалти Культура çуртĕнче те художество руководителĕн тивĕçне пурнăçлать. Унта та профессилле ăсталăхпа тăрăшать.
Ĕçне кура – хисепĕ. Чылай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Захар Николаевича – телейлĕ çемье пуçне, 3 ача ашшĕне – Раççей Федерацийĕн Культура министерствин, район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă.