Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сцена çинче – «Шăнкăрав»

23 марта 2011 г.

Карапай Шăмăршăри "Шăнкăрав" фольклор коллективне ялта кăна мар, районта та лайăх пĕлеççĕ. Коллектив ялта иртекен кашни концерт-уяв программине хăйĕн юрри-ташшипе илемлетет.

"Шăнкăрав" ушкăнăн пĕрремĕш концерчĕ 1982 çулхи мартăн 8-мĕшĕнче иртнĕ. Чăвашсен илемлĕ кĕпе-тумтирне, йăлтăркка тухья-хушпăвне тăхăннă хĕрарăмсемпе хĕрсен юрри-ташшине ял-йыш кăмăллăн йышăннă. Çак пултаруллă коллектива Карапай Шăмăршăри Культура çурчĕн заведующийĕ, РФ тата ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ З.Падюкова йĕркелесе янă.

– Эпир хатĕрленĕ юрă-ташă композицине кăтартнă хыççăн тулли зал чылайччен алă çупрĕ, – каласа парать Зинаида Николаевна. – Ку, паллах, коллектива савăнтарчĕ, хавхалантарчĕ. Коллектив аккомпаниаторĕпе – Владимир Иванов купăсçăпа тата аслăрах ÿсĕмри юрăçсемпе пĕрле ял-йыш авалтанпах юрланă юрăсене шырама, вĕсене тепĕр программа валли хатĕрлеме пуçларăмăр.

"Шăнкăравăн" сцена ăсталăхĕ çулран-çул ÿссех пынă. Вăл ял-йыша асатте-асаннесен туйĕн, улахĕн, Мăн кун уявĕн сыпăкĕсене, Çăварни уявне, йĕкĕтсене салтака ăсатнине те кăтартнă.

Коллектив çуллен районти ĕçпе юрă (Акатуй) уявне, фестивальсене, смотр-конкурса активлă хутшăнать. Акă нумаях пулмасть иртнĕ смотр-отчет концертне "Шăнкăрав" çĕнетнĕ программăпа хутшăнчĕ. Вăл сцена çине "Утçинче" тата "Карапайри вăйăра" юрă-ташă композицийĕсемпе тухрĕ.

Культура çурчĕ çумĕнчи илемлĕ пултарулăх коллективĕ çак кунсенче хăйĕн юрри-ташшине, сăвви-такмакне тата сценкисене Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль тата Сăкăт ялĕсенче те туллин кăтартса пачĕ. Паллах, концерта "Шăнкăрав" та хутшăнчĕ (аккомпаниаторĕсем В.Ивановпа Н.Медведева).

Фольклор ушкăнĕ хăйĕн юрри-ташшипе Шупашкарта иртнĕ республика уявĕнчи халăха та паллаштарнă.

"Шăнкăравра" юрлакан-ташлакансен йышĕнче – тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем: Л.Денисова, М.Петькова, Н.Мамонтова, М.Львова, Л.Арбузова, Н.Волкова пенсионеркăсем коллектив чăмăртаннăранпах халăха хăйсен илемлĕ сассисемпе савăнтараççĕ. Пенсири В.Столяров купăсçă та концертсене тăтăшах аккомпаниатор пулса хутшăнать. В.Денисов, В.Медведева, Г.Петькова, А.Гаврилова, Н.Полякова, С.Сидорова, Л.Столярова, А.Столяров, Г.Тенишева, Н.Петрова, Э.Семенов, А.Алексеева, А. Шомполова, Д.Михайлов, Ю.Ермолаев та – халăх юрри-ташшине чунтан парăннă çынсем.

Смотр-отчет концертĕнче фольклор ушкăнĕнче юрлакан-ташлакансем хушшинче кăçал Элла Музеркина, Алина Денисовапа Ксения Мамонтова (вырăнти шкулта 10 класра вĕренеççĕ) тата Валерий Большаков (8 класра пĕлÿ пухать) та пулчĕç. Ку, паллах, питĕ савăнтарать. Çамрăксене асатте-асаннесен юрри-ташшине, сăвви-такмакне вĕрентесси, вĕсене вырăнти фольклора юратма, хисеплеме хăнăхтарса пырасси коллективăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулса тăрать.

2009 çулта ялти Культура çурчĕ модернизациленĕ никĕс çинче ĕçлеме пуçласан ЧР культура министерстви хăйсене çĕнĕ сцена костюмĕсем парса чыслани те коллектива хавхалану кÿрет.

"Шăнкăрава" илемлĕ пултарулăхра çĕнĕ ÿсĕмсем сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика