Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чуна ăшăтаççĕ çепĕç юрăсем

23 марта 2011 г.

ДУЭТПА юрлама кăмăллакансем кашни ялтах пур. Асанкассинчи Назиря Багдеевапа Гузелья Хайретдинова та тăван ял-йыша тутар халăх тата тутарсен лирикăллă юррисене юрласа савăнтараççĕ. Юрăсене ыттисем те ăнланччăр тесе, кашни юррăн пĕр-икĕ куплетне хăйсемех чăвашла куçарса юрлаççĕ.

Назиря Багдеева – пенсионерка, 5 ача амăшĕ. Гузелья Хайретдинован – 2 ача. Вĕсен çемйисен кил картинче – йышлă выльăх-чĕрлĕх. Апла пулин те вĕсем ял клубне репетицисене çÿреме те вăхăт тупаççĕ.

Н.Багдеевапа Г.Хайретдинова Асанкассинче иртекен кашни уява е концерта хутшăнаççĕ. Вĕсен çепĕç юррисене ял-йыш яланах чылайччен алă çупса йышăнать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика