23 марта 2011 г.
МĔНЛЕ ĕçре кăна вăй хуман-ши Валериян Фотич; Лашасем те пăхнă вăл, ферма заведующийĕ, бригадир, ревизи комиссийĕн председателĕ, кассир... Суйлавçăсем ăна ял Совечĕн депутачĕ пулма та шаннă, районти халăх сучĕн заседателĕн тивĕçне те тÿрĕ кăмăлтан пурнăçланă.
Тахçанах тивĕçлĕ канура ĕнтĕ вăл. Анчах та В.Терентьев çиччĕмĕш теçеткене вĕçлесе пырать тесе калаймăн: чунĕнче çамрăклăх кăварĕ сÿнмен-ха. Куллен ĕçлĕ пулни те ватăлма памасть пулĕ. Кăçал, ав, çанталăкĕ те ĕç тупсах тăрать темелле: нихçанхинчен ытларах юр çуса лартрĕ вĕт – тасатса çеç ĕлкĕр.
Васантах çуралнă Валик тете, ачалăхĕ те кунтах иртнĕ. Ачалăх тенĕрен, вăл уншăн пулман та темелле – амăшĕнчен пĕчĕккĕллех çурма тăлăха тăрса юлнă, ашшĕ те вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Валикпа тетĕшне асламăшĕ пăхса ÿстернĕ. Çавăнпах пĕчĕклех ĕçе кÿленме тивнĕ. Вăл улттăра чухне Аслă Отечествăлла вăрçă пуçланнă...
Утă-улăм пухнă çĕрте, йĕтемре тырă тасатнă çĕрте ĕçлеме тивнĕ унăн, икĕ çул пăру кĕтĕвĕ кĕтнĕ.
– Пĕчĕкренех ферма таврашĕнче çÿренĕшĕн çынсем мана "колхоз ачи" тетчĕç, – аса илет халĕ ĕç ветеранĕ. – Кайран вара «колхоз ачинчен» «колхоз çынни» пулса тăтăм.
Шкулта çичĕ класс пĕтернипех çырлахма тивнĕ В.Тереньевăн. 1951 çулта ăна колхоз лашисене пăхма шаннă, икĕ çултан аслă конюх пулма çирĕплетнĕ. Чунтанах юратнă вăл чĕлхесĕр янаварсене. Ун ĕçченлĕхне хуçалăх ертÿçисем те асăрхамасăр хăварман, кĕçех ăна ферма заведующийĕ пулма уйăрса лартнă.
Тен, хăшĕсем ас тăваççĕ те пулĕ-ха: 1957 çулта Мускавра Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен 6-мĕш фестивалĕ пулса иртнĕ. Республикăран вун сакăр çамрăк хутшăннă унта, вĕсенчен пĕри - Васан йĕкĕчĕ Валериян Терентьев. Çакă унăн пурнăçĕнче яланлăхах асра юлнă.
Вăхăт çитсен Валик Кивĕ Шăмăршăри хăй пекех ĕçчен хĕрпе – Роза Куприяновапа çемье çавăрнă. Пĕр-пĕрне юратакан мăшăр пилĕк ача çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă.
Халĕ Терентьевсем хăйсен вăйĕпе туса лартнă икĕ хутлă çуртра пурăнаççĕ, йышлă выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Сад пахчи те питĕ хÿхĕм.