23 марта 2011 г.
ШĂМĂРШĂРИ "Ромашка" ача сачĕн пĕрремĕш вăтам ушкăнĕн воспитанникĕсем, хăйсен воспитателĕ А.Н. Гаврилова ертсе пынипе, вăрманта экскурсире пулчĕç.
Вырăна çитсен Альбина Николаевна пĕчĕккисене çуркунне пуçламăшĕнчи вăрманăн хăйне евĕр илемлĕхĕ çинчен каласа пачĕ, çакна тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Улатакка йывăçа таккама пуçласан, çак кайăк сиенлĕ нумай кăпшанкăсене пĕтернине асăнчĕ.
Тÿрĕ те яштака хырсен тăррисем çилпе ерипен чÿхеннине, таткаланчăк пĕлĕтсем малалла васканине чылайччен сăнаса тăчĕç ачасем.
Çакнашкал мероприятисем воспитанниксен чун-чĕринче çут çанталăк илемлĕхĕн туйăмĕсене çĕклеме пулăшаççĕ, тăван тавралăха юратма вĕрентеççĕ.