Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туберкулез – хăрушă чир

23 марта 2011 г.

ТУБЕРКУЛЕЗ – вăраха тăсăлакан, ерекен хăрушă чирсен шутне кĕрет. Чирлĕ çынран тавралăха микробактерисем сарăлаççĕ: сурчăкпа, шăкпа е сурантан юхакан пÿрпе. Пĕр чирлĕ çын çулталăкне 15-20 сывă çынна чир ертме пултарать.

Туберкулез чирĕ вăраххăн аталанса пынă май, çын хăйне йывăррăн туять, ÿсĕрет, унăн апат анмасть, çĕрле тарлать, кăкăрĕ ыраткалать тата хăш-пĕр чухне вĕрилентерет (Ватă çынсем нумай чухне хăйсем ÿсĕрнине ватлăх тата табак туртни çине йăвантараççĕ).

Çакăн пек паллăсем пулсан çийĕнчех врач патне каймалла. Туберкулезпа чирлени палăрсанах врачсем сиплеме тытăнаççĕ. Туберкулез чирĕ пуçламăшне вăхăтра тупса палăртас ĕçре флюрографи, рентген меслечĕпе тĕпчени нумай пулăшать, çавăн пекех – сурчăка микроскоп витĕр туберкулез палочкисем пуррипе çуккине палăртассишĕн тĕрĕслени, 15 çулчченхи ачасем валли туберкулин тĕрĕслевĕ (Манту реакцийĕ) нумай пулăшу парать.

Енчен те тухтăр "чирлĕ" тесе диагноз лартсан, туберкулезран сыватакан ятарлă больницăра сипленмелле.

Сипленÿ курсĕ вăрăм – 6-8 уйăх таранах. Вăхăтра тата çине тăрса сипленсен чире çĕнтерме пулать.

Туберкулезпа ытларах камсем чирлеççĕ-ха; Вĕсем хушшинче ĕçкĕпе ашкăнакансем, табак туртакансем, тĕрмере ларнă çынсем, вырăнтан вырăна куçса çÿрекенсем, çурт-йĕрсĕр çынсем нумай.

Туберкулезпа чирленĕ ачан чир паллисем вара уйрăмрах тăраççĕ. Çак чирĕн микробĕ ача организмне сывлăшпа е апат-çимĕçпе лексен, ăшра лимфа çулĕсем е юн тымарĕсем тăрăх сарăлать. Ачасем ку тапхăрта пуç, вар-хырăм, кăкăр ыратнипе аптăраççĕ, апат начар çиеççĕ, канлĕ çывăраймаççĕ.

Ача шурăхать, часах ывăнать, температура хăпарать, тарлама пуçлать. Çак вăхăтра ачана больницăна илсе кайсан Манту реакцине тата рентген пăхаççĕ. Ачасем туберкулезпа ан чирлеччĕр тесен, чирлĕ çынсене ыттисенчен уйăрмалла, больницăна вырттармалла.

Туберкулез – хăрушă та ерекен чир. Çавăнпа та сире пурне те хăвăр сывлăхăра тĕрĕслеме районти тĕп больницăра флюрографи тĕрĕслевĕ витĕр тухма чĕнетпĕр. Флюрографи – туберкулеза ир тупса палăртмалли чи витĕмлĕ меслет. Туберкулеза чир пуçламăшĕнчех сиплеме пуçлани чылай лайăхрах. Вăраха кайнă чире вара нумай вăхăт сиплемелле, тăкаксем те пысăкрах пулаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика