Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăт васкатать

26 марта 2011 г.

ÇУРКУННЕ çывхарса пыни фермера та ĕççине васкатать, маларах туса çитереймен ĕçсене паян-ыран вĕçлеме хистет. Çапла çав, васкамасан нимĕнсĕр те тăрса юлма пулать. Çурхи пĕр кун çулталăк тăрантарать тесе ахальтен каламан. Çакна шута илсе эпир те, фермерсем, урапана хĕллех хатĕрлеме тытăнатпăр.

Иртнĕ çулхи çанталăк савăнтарсах каймарĕ пулсан та пĕрех алла усмастăп, кăçал лайăхрах пуласса шанас килет. Çĕр лаптăкĕ ытла нумаях мар манăн – хĕрĕх гектар. Кăçал акма палăртнă лаптăксене кĕркуннех сухаласа хăварма май килчĕ.

Нумай çул ÿсекен курăксем манăн 2,3 гектар. Çуркунне вĕсене ултă гектара çитерес тетĕп. Апатлантарса хăварма минераллă удобренисем пур-ха. Пĕрчĕллĕ культурăсене те, вăй çитерейсен, çĕр имçамĕпе усă курса акасшăн. Кăçал ытларах урпа – 25 гектартан кая мар – акма палăртрăм. "Иккĕмĕш çăкăр" та манăçа юлмĕ. Халĕ вăрлăх туянас, çунтармалли-сĕрмелли материалсем янтăлас тĕлĕшпе нумай чупма тивет. Техника, тĕпрен илсен, çур акине хатĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика