26 марта 2011 г.
ЮН КУН район администрацийĕнче районти санитарипе эпидемиологи комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ. Лару "Вакцинопрофилактика", "Туберкулез", "ВИЧ-инфекци", "Ар çыхăнăвĕсем урлă ерекен инфекцисем" хушма программăсем тата "Шăмăршă районĕнче социаллă пĕлтерĕшлĕ чирсем сарăласран асăрханасси тата вĕсемпе кĕрешесси" тĕллевлĕ программа мĕнле пурнăçланса пыни çинчен" ыйтусене пăхса тухнă.
Çакна палăртнă: "Вакцинопрофилактика" программăна пурнăçлама 2010 çулта 140 пин тенкĕ тăкакланă. Пурĕ 4924 çынна прививка тунă.
Туберкулеза хирĕç кĕрешме 200 пин тенкĕ, "Ар çыхăнăвĕсем урлă ерекен инфекцисем" программăпа килĕшÿллĕн 20 пин тенкĕ, "ВИЧ-инфекци" программăна пурнăçлама 105 пин тенкĕ уйăрнă. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта ВИЧ-инфекци ертнĕ 6 çын учетра тăнă.
Комисси социаллă пĕлтерĕшлĕ чирсенчен асăрханас тата вĕсемпе кĕрешес тĕлĕшпе районта çитменлĕхсем пуррине те палăртнă, яваплă çынсене лайăхрах ĕçлеме хушса хăварнă. Флюрографи тата диагностика тĕрĕслевĕ витĕр районта пурăнакан кашни çыннăн тухмаллине палăртнă.