Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Енĕн çĕнĕ премьер-министр: Олег Макаров

26 марта 2011 г.

Чăваш Енĕн çĕнĕ премьер-министр: Олег Макаров

Мартăн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин тăваттăмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн вăтăр çиччĕмĕш сессийĕ пулса иртнĕ. Депутатсем 21 ыйту татса парса йышăну тунă.

Малтанах ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2010 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетсе тĕплĕ отчет тунă. Чăваш Енĕн политикăри, экономика аталанăвĕпе социаллă пурнăçĕнчи, ял хуçалăхĕнчи, промышленноçри, строительствăри, сывлăх сыхлавĕнчи, вĕренÿри тата ытти нумай тытăмпа отрасль-сферăри тăрăмпа паллаштарнă. (Доклад – Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн сайтĕнче).

Нина Суслонова урăх ĕçе куçнă май республика премер-министрĕн тивĕçĕсене пĕр тапхăр Президент Администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Иванов пурнăçланă. Республика пуçлăхĕ Чăваш Ен Патшалăх Канашне ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн должноçне йышăнмашкăн Олег Макаров кандидатурине сĕннĕ. "Олег Витальевич – çамрăк, малашлăхлă ертÿçĕ, республикăри тата Уралти тирпейлекен промышленноç тытăмĕнче ертÿçĕре ăнăçлă ĕçленĕ, организаци менеджментне аван пĕлет, анлă тавра курăмлă. Команда йышĕнче ĕçлеме, ертсе пыма пултарнине, кризиса хирĕç кĕрешмелли технологие лайăх пĕлнине кăтартрĕ, экономика-стратеги шухăшлăвĕ пысăк, йышăнăва вĕçне çитерме пултарать, хăйĕнчен те, ыттисенчен çирĕп ыйтать..." – çакăн пек сăнарланă республика Президенчĕ премьер-министр вырăнне йышăнма сĕнекен çын кандидатурине.

Кандидатурăна тĕрлĕ енлĕ пахаланă хыççăн сессие хутшăннă 41 депутатран 35-шĕ Олег Макаров кандидатуришĕн сасăланă, 5-шĕ хирĕç пулнă, пĕри тăхтаса тăнă. Олег Витальевича чи малтан Михаил Васильевич саламланă, малашнехи ĕçре ăнтăлу, ăнăçу суннă.

Тăхтав хыççăн депутатсем кун йĕркинчи ыйтусемпе малалла ĕçленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика