Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Депутат тăрăшмасан, кам тăрăшĕ?

26 марта 2011 г.

ШĂМĂРШĂ пасарĕнче утса пынă чух хам тахçантанпах лайăх паллакан хĕрарăма тĕл пултăм. Эпĕ унăн хĕрĕн – Людăн – класс ертÿçи пулнăччĕ. Хĕрарăм мана кăштах чарăнса тăма ыйтрĕ. Вара пăлханарах çапла каларĕ:

– Сире яланах аса илетĕп, Сире курсанах пит хĕрелет. Эсир мана ĕçкĕ ăшне путма паманшăн эпĕ Сирĕн умăрта ĕмĕр парăмра. Уйрăмах ял Советĕнчи калаçу ĕмĕр манăçмасть...

Хĕрарăмпа ăшшăн калаçса уйрăлтăмăр. Киле çитсен хам çырса пынă дневника уçрăм та, иртсе кайнă вăхăт çĕнĕрен куç умне тухса тăчĕ...

Мана икĕ хутчен умлă-хыçлă ял Совет депутатне суйларĕç. Акă пĕрремĕш сессире ял Совет председателĕ В.И. Сергеев яланхи комиссисем йĕркелесси çинчен пĕлтерчĕ. Мана халăха вĕрентес тата сывлăха сыхлас енĕпе ĕçлекен комисси председательне суйларĕç. Ĕç планне туса хатĕрлеме пуçăнтăм. Мĕнле ыйтусене кĕртмелле-ши унта; Хамăр шкул учителĕсем тарăхса калаçни асăма килчĕ: "Нумай ачасен ашшĕ-амăшĕ ĕçкĕпе иртĕхнипе ачасем тивĕçлĕ воспитани илеймеççĕ, вĕренÿре те ĕлкĕрсе пыраймаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ шкулти пухусене те çÿремест. Вĕсене ял Советне чĕнтерсе хытă каласан усăллăрах пулмĕ-ши;"

Çак ыйту мана та яланах канăç паман-ха, анчах мĕнлерех йĕркелемелле-ши ку калаçăва;

Малтанах район больницин тухтăрĕпе А.П. Анчуновапа канашларăм. Вăл Шăмăршă ял Совет территорийĕнче ĕçкĕпе иртĕхекен 7 хĕрарăм учетра тăни çинчен пĕлтерчĕ. Ĕçекен хĕрарăмсене яланхи комисси ларăвне чĕнтерме калаçса татăлтăмăр. Çак ĕçе милицин участокри инспекторĕ В.И. Кудряшов (йывăр тăпри çăмăл пултăр) хăй çине илчĕ. 4 сехет тĕлне пурте ял Советне пуçтарăнчĕç. Вĕсемпе вăрçса-ятлаçса мар, чунтан ăнлантарса А.П. Анчунова калаçрĕ, эпĕ те ĕçкĕпе иртĕхни пурнăçа питĕ пысăк сиен кÿни çинчен тĕслĕхсемпе ăнлантарса патăм.

Чи хумхантараканни вара - унччен 3 çул ĕçкĕпе иртĕхсе пурăннă, халĕ вара пĕр грамм эрех те ĕçме пăрахнă хĕрĕх иккĕри хĕрарăмăн сăмахĕ пулчĕ. Çак сăмахсене эпĕ хамăн дневник çине çырса хунăччĕ: "Эпĕ виçĕ çул хушши çынлăхран тухса ĕçкĕпе нушалантăм, – терĕ куççуль витĕр çав хĕрарăм. – Пĕртен-пĕр шухăш эрех-сăмакун тупса ĕçесси анчахчĕ. Эпĕ пĕччен ĕçмен, ман пеккисем татах пурччĕ. Ачасене пăхма та вăхăт пулман, юрать-ха асламăшĕ пăхрĕ. Упăшкаран мĕн чухлĕ патак çимерĕм-ши; Ял-йыш умĕнче мĕн чухлĕ намăс курмарăм-ши тата! Эпĕ урампа иртсе пынине курсан пăлтăр алăкĕсене питĕрсе хуратчĕç...

Ĕçкĕ серепинчен хăтăлма мана тăвансем пулăшрĕç, хамран та нумай килчĕ. Паллах, пачах та ĕçме пăрахма пысăк чăтăмлăх кирлĕ. Çапла тума кашниех пултарать".

Çак сăмахсем хыççăн ларăва килнĕ хĕрарăмсем уççăнрах калаçма тытăнчĕç. Августина Петровна вĕсене медицина енчен пулăшу пама шантарчĕ.

Чăн та, пĕр-икĕ тĕл пулу ирттернипе кăна пысăк улшăнусемех пулмаççĕ, ĕçкĕпе иртĕхнине хирĕç кĕрешме хĕрарăмсен советне те явăçтартăмăр. Çак совета В.К. Волкова пултаруллă ертсе пыратчĕ (паян районта çакăн пек советсем пур-ши, пур пулсан вĕсем мĕн ĕçлеççĕ-ши;).

Çак тапхăрта район хаçачĕпе çывăх туслашрăм, ĕçкĕ сиенĕ çинчен тĕслĕхсемпе усă курса çирĕме яхăн статья çырса пичетлерĕм. Вырăнти радиопа та тăтăш калаçнă. Класс ертÿçисемпе те тĕллевлĕ мероприятисем ирттернĕ.

Çакă савăнтарать: учетра тăракан çичĕ хĕрарăмран пиллĕкĕшĕ тĕрĕс çул çине тăчĕç. Шел те, иккĕшĕ урăлаймасăрах çĕре кĕчĕç...

Ĕçме пăрахнисем халĕ самаях çулланнă çынсем ĕнтĕ, телейлĕ пурнăçпа пурăнаççĕ.

Паллах, ку вăл депутат ĕçĕн пĕр енĕ кăна. Район Совечĕн секретарĕ А.А.Бочкарева (йывăр тăпри çăмăл пултăр) депутатсемпе семинарсем ирттеретчĕ, ырă канашпа пулăшатчĕ. Пирĕн яланхи комиссисен ĕçĕ пирки район Совечĕн председателĕ В.И. Максимов "Советская Чувашия" хаçатра пысăк статья пичетлесе кăларнăччĕ.

Çын депутат пулса çуралмасть, депутат пулма ятарласа вĕрентмеççĕ. Депутат вăл професси те мар. Халăх сана шанса суйланă пулсан – ĕçпе тÿрре кăлармалла. Депутатăн яваплăхĕ те пысăк. Сессие – ларăва пырса алă çĕклесе çеç ларни депутат пулнине пĕлтермест. Ĕçри çитменлĕхсене курса-пĕлсе тăни çеç çителĕксĕр, çав çитменлĕхсене пĕтерме тăрăш.

Ял, район пурнăçĕнче лайăх улшăнусем пуласси депутатсенчен те нумай килет. Сăмахран, депутатăн хăйĕн округĕнче тирпей-илем пултăр тесе мĕншĕн тăрăшмалла мар-ха; Шел те, хальлĕхе çакă курăнсах каймасть. Темиçе çул каялла республикăра чи илемлĕ ял пулнă Шăмăршă та çÿп-çап ăшне путса пырать.

Ау, депутатсем, ăçта эсир?

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика