26 марта 2011 г.
ĔÇРЕН хăраман çыннăн алли пур ĕç патне те пырать. Ун пеккисем нихăçан та ÿркенсе тăмаççĕ. Карапай Шăмăршăра пурăнакан Никитинсене ялти халăх хисеплет, вĕсен ĕçченлĕхне курса тĕлĕнет.
Викторпа Валентина килти хуçалăхĕнче ĕнепе вăкăр, 5 сысна, 2 качака, кроликсем, йышлă чăх-чĕп усраççĕ. Кашни выльăх вĕсене усă кÿрет, çемье бюджетне пуянлатма май парать. Сĕчĕ-турăхĕ, аш-пăшĕ – пурте хăйсем туса илни.
Кил хуçи юлашки вăхăтра Мускава ĕçлеме çÿрет. Мăшăрĕ вара Карапай Шăмăршăри психикăпа неврологи интернатĕнче вăй хурать. Никитинсен икĕ ача. Тĕпренчĕкĕсене те вĕсем пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтараççĕ.
Никитинсен тепĕр тĕллев те пур – вĕсем хăйсен пурăнакан çурта пысăклатасшăн, хăтлăрах тăвасшăн.