Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăватă ĕне, икĕ пăру...

26 марта 2011 г.

АНАТ ЧАТКАС ял поселенийĕнче йышлă выльăх-чĕрлĕх усракансем сахал мар. Вĕсенчен пĕри – Зыковсен çемйи. Кил хуçи – Николай – Анат Чаткас шкулĕнче ĕçлет. Çав вăхăтрах мăшăрĕпе килти хушма хуçалăха та аталантарса пыраççĕ. Ĕçчен çемье 4 ĕне, 2 пăру, 5 сурăх, сыснасем, чăх-чĕп тытать. Хăйсен аллипе туса илнĕ продукцие патшалăха та сутаççĕ. Паллах, сĕт хакĕ йÿнĕ пулни кулянтарать Зыковсене. Апла пулсан та пуçĕсене усмаççĕ вĕсем. Хăнăхнă ĕçрен те пăрăнма шутламаççĕ, выльăхсен шутне чакармаççĕ.

Николайпа Антонина 3 ывăл ÿстерсе çитĕнтернĕ. Пурне те тивĕçлĕ воспитани панă. Пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă, хăйсем пекех ĕçчен пулма вĕрентнĕ.

Çак ялтах пурăнакан Новыйсем те картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Вĕсем лаша, 2 ĕне, 2 пăру усраççĕ. Анатолий - çемье пуçĕ – ял хуçалăх предприятийĕнче ĕçлет. Мăшăрĕ те ахаль лармасть, пур ĕçе те хутшăнма тăрăшать. Паллах, килти хăтлăх пирки те манмаççĕ вĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика