Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕхе ÿстермелле

26 марта 2011 г.

Тимлĕхе ÿстермелле

КĂÇАЛХИ 2 уйăхра район территорийĕнче 2 авари пулнине регистрациленĕ (вĕсенче 2 çын аманнă). Пĕлтĕр çак тапхăрта авари пулман.

Февраль уйăхĕнче 1 аварире 1 çын аманнине шута илнĕ. Çак авари Васан ялĕн урамĕнче пулса иртнĕ. Ял çамрăкĕ хăйĕн "Жигулийĕн" рулĕ умĕнче яваплăха туйманни инкекпе вĕçленнĕ, автомашина çынна çапса хăварнă. Инкеке лекнĕ çыннăн больницăра выртсах сипленме тивнĕ.

Хальхи вăхăтра çул-йĕрсем пăрлак тăраççĕ. Çавна май водительсене те, çуран çÿрекенсене те тимлĕхе ÿстерме сĕнетпĕр. Çул урлă каçнă чухне икĕ еннелле те пăхса илмелле, çывăхра автотранспорт е ытти техника килнине курсан тăхтаса тăмалла.

Март уйăхĕнче республикăри профилактика операцийĕсем планпа килĕшÿллĕн пыраççĕ. Акă мартăн11-мĕшĕнче "Ачасем" рейд иртрĕ. Çак кун ГИБДД инспекторĕсем шкулсенче пулса çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн темипе калаçусем йĕркеленĕ. Шăмăршăри "Ромашка" ача сачĕн воспитанникĕсем ГИБДД постĕнче экскурсире пулчĕç. Инспекторсем вĕсене хăрушсăрлăх йĕркисемпе паллаштарчĕç.

Мартăн 17-мĕшĕнче – "Автобус", "18-мĕшĕнче – "Çул урлă каçмалли вырăн", 25-мĕшĕнче "Парăмçă" операцисем иртрĕç.

Мартăн 21-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен республикăра "Ксенон" оперативлă-профилактика операцийĕ пырать. Çак тапхăрта ГИБДД сотрудникĕсем районта автомашинăсен фарисен çутисем Тĕп положенисен требованийĕсене мĕнлерех тивĕçтернине тĕрĕслеççĕ. Питĕ шел, хăш-пĕр водительсем йĕркене пăсса, куçа ытлашши йăлăхтаракан çутă приборĕсемпе усă курнă фактсем те тĕл пулаççĕ. Çавна май çул-йĕр çинче аварисен шучĕ те ÿсет. Йĕркене пăхăнман водительсем пирки тивĕçлĕ мерăсем йышăнатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика