26 марта 2011 г.
ЙĔЛТĔРÇĔСЕН черетлĕ ăмăртăвĕ иртнĕ хыççăн районта спортăн хĕллехи тĕсĕсемпе сыв пуллашрĕç. Эстафетăра пурĕ 20 команда тупăшрĕ.
Шкулсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Шăмăршă шкулĕн пĕрремĕш команди йышăнчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш - Анат Чаткас тата Карапай Шăмăршă шкулĕсем.
Ял поселенийĕсен командисене илес пулсан малти виçĕ вырăна Шăмăршăсем, Анат Чаткассем, Карапай Шăмăршăсем тухрĕç.
Райадминистрацин, районти тĕп больницан, Карапай Шăмăршăри психикăпа неврологи интерначĕн командисем учрежденисем, организацисем хушшинче финиша пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш çитрĕç.