Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Единая Россия» ял хуçалăхне пулăшать

30 марта 2011 г.

"ЕДИНАЯ РОССИЯ" парти лидерĕ, Правительство Председателĕ Владимир Путин тÿрремĕнех тăрăшнипе, кăçал çĕр-шыври агропромышленноç комплексĕ валли укçа-тенкĕ уйăрасси 1,5 хут ÿснĕ.

Çывăх вăхăтрах Чăваш Енре ĕне выльăхсен йышне упраса хăварнă ял çыннисем хушма пулăшу илĕç. Çĕр-шыв премьер-министрĕ Владимир Путин мăйракаллă шултра выльăхсен йышне упраса хăварнă регионсене Федераци бюджетĕнчен 5 миллиард тенкĕ хушма пулăшу парасси çинчен калакан йышăнăва алă пуснă. Раççей Федерацийĕн çак регионĕсен шутне Чăваш Ен те кĕнĕ.

Пирĕн республикăра кĕр тыррисем 119 пин гектар йышăнаççĕ. Кăçалхи çуркунне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 166 пин гектартан кая мар акма, çĕр улмине 54 пин гектар лартса хăварма палăртнă. "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕ мĕнле пурнăçланнине Чăваш Республикин Президенчĕ, "Единая Россия" партин Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн политканаш секретарĕн çумĕ М.В. Игнатьев çирĕп контроллесе тăрать.

Çурхи ака-суха ĕçĕсем пуçланас умĕн "Единая Россия" парти лидерĕ Владимир Путин ертсе пыракан Правительство çĕр-шыври агропромышленноç комплексне пулăшас тĕлĕшпе çак пуçарусене пурнăçа кĕртнĕ:

– 2010 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнчи шайпа танлаштарсан, çунтармалли-çĕрмелли материалсем хакне 10 процент, паянхи шайран 30-37 процент чакарнă;

– вăрлăх тата минерал удобренийĕсем туянма 2 миллиард тенкĕ хушма укçа-тенкĕ уйăрнă, пĕтĕмпе вара минерал удобренийĕсем туянма Федераци субсидийĕсене 5,5 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă;

– мăйракаллă шултра выльăхсен йышне упраса хăварнă хуçалăхсене хавхалантарма 5 миллиард тенкĕ уйăрнă;

– Россельхозбанк ют çĕр-шывсенче туса кăларнă техника туянма кредит уйăрса парассине нумай пысăклатнă;

– кăçалхи тухăçа страхлама Федераци бюджетĕнчен 5 миллиард тенкĕ е 2010 çулхинчен икĕ хут ытларах укçа уйăрма пăхнă.

"Агропромышленноç комплексĕ валли эпир Федераци бюджетĕнчен 150 миллиард тенкĕ ытла, çав шутра АПК аталанăвĕн программисене пурнăçа кĕртме 125 миллиард тенкĕ уйăратпăр. Çак укçа-тенкĕ патшалăх пулăшăвĕпе усă куракансем патне тÿрремĕнех çитмелле тата сехет пек тĕрĕс ĕçлемелле", – палăртнă Владимир Путин 2011 çулхи мартăн 18-мĕшĕнче çĕр-шывра çурхи ака-суха ĕçĕсене хатĕрленсе ирттерес ыйтупа йĕркеленĕ селектор канашлăвĕнче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика