30 марта 2011 г.
КĂÇАЛ январь-февраль уйăхĕсенче район территорийĕнче пурĕ 47 преступлени тунине регистрациленĕ (пĕлтĕр çак тапхăрта - 58). Преступленисене 100 проценчĕпех уçса панă (2010 çулхи 2 уйăхра - 93,3 процент).
Тÿнтерлĕ ĕçсене уйрăммăн илсен, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, çын çине алă çĕклесси, саккуна пăхăнмасăр килте хĕç-пăшал е патронсем упрасси, экономика преступленийĕсем тăвасси, обществăлла вырăнсенче право йĕркисене пăсасси, малтан суд сакки çине ларнисем, ушкăнпа каварлашакансем кукăр çул çине тăрасси чакнă. Вĕлерессипе хăратнă, уççăн çаратнă, растрата тунă, ниçта та ĕçлеменнисем саккун йĕркисене пăснă фактсем ытларах пулнă. Ют пурлăха вăрласси (пĕлтĕр те, кăçал та 5-шер факт) ÿсĕрле преступлени тăвасси (2-шер факт) пĕр шайрах юлнă.
Çын çине алă çĕкленĕ фактсене милиционерсем ытларах та ытларах тупса палăртма тăрăшаççĕ (2011 çулхи 2 уйăхра çакнашкал 18 тĕслĕхе регистрациленĕ). Февраль уйăхне уйрăммăн илсен, ытларах чухне упăшкисем хăйсен арăмĕсене е арçынсем хĕрарăмсене хĕнени палăрать. Çĕнĕ Чукалти пĕр пархатарсăр ывăл хăйĕн амăшĕ çине те алă çĕклеме именсе тăман. Хăйне çуратса çутă тĕнче парнеленĕшĕн, чирлесен çĕр çывăрмасăр пуç вĕçĕнче ларнăшăн, пурнăç çулĕ çине кăларнăшăн çапларах "тав тунă" вăл амăшне. РФ УК ĕн 116 статйипе килĕшÿллĕн, çак фактсем тăрăх уголовнăй ĕçсем пуçарнă. Февральте пĕр арçын – хăйĕн арăмне, икĕ арçын тепĕр арçынна вĕлерессипе хăратнă. Тивĕçлисем 119 статьяпа килĕшÿллĕн явап тытĕç. Никам та курмĕ-ха тесе шутласа, икĕ арçын "Жигули" багажникне вăрттăн уçса автомашина кустăрмине вăрласа кайнă. Анчах "Уй – куçлă, вăрман – хăлхаллă", теççĕ халăхра. Çак факт тăрăх, РФ УКĕн 158 статйин 2-мĕш пайне, "А" пунктне тĕпе хурса, уголовнăй ĕç уçнă.
Саккун йĕркисене пурин те çирĕп пăхăнмалла. Кун пек чухне суд сакки çине те лармăн, ят-шыв та вараланмĕ.