30 марта 2011 г.
ШУПАШКАРТИ Герман Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци лицейĕ ачасене тарăн пĕлÿ парас, вĕсен пултарулăхне, интересĕсене тĕпе хурса малалла аталантарас тĕлĕшпе республикăра хăйне евĕр "вĕрентÿ вучахĕ" пулса тăрать.
Унта пирĕн районти яшсемпе хĕрсем те (шкулта 7 класс пĕтернĕ хыççăн) çулленех вĕренме кĕреççĕ, хăйсем суйласа илнĕ пĕлÿ туртăмĕпе килĕшÿллĕн (филологи, музыка, математикăпа физика, естествознани) наукăна малалла шĕкĕлчеççĕ. Лицейра килĕштернĕ предметсене тарăннăн вĕренсе вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн выпускниксем аслă вĕренÿ заведенийĕнче пĕлĕве малалла туптаççĕ.
Юлашки 7 çул хушшинче кăна Пуянкасси шкулĕнче вĕреннĕ 12 яшпа хĕр Шупашкарти лицейра пĕлÿ пухнă (хăшĕсем халĕ вĕренеççĕ). Çак йышран 10-шĕ лицейра филологи специализацине суйласа илнĕ. Ку лицее пĕтернисем хушшинче Шупашкарти аслă вĕренÿ заведенийĕсенче кăна мар, Мускаври университет-академире вĕренекенсем те пур.
Васан шкулĕнче вĕреннĕ пĕртăван Смаевсем те Чăваш наци лицейĕнче пĕлÿ пухма кăмăл тунă. Александр хальхи вăхăтра Мускавра аслă пĕлÿ илет.
Палтиелĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ Артем Кузьмин (ÿкерчĕкре) çак лицее 2010 çулта вĕренме кĕнĕ. Вăл филологи уйрăмне суйласа илнĕ.
Кунта çакна та палăртмалла: Артем шкулта 1-8 классенче пур предметпа та "5" паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă, кадетсен класĕн командирĕ пулнă. Пĕрлех районти олимпиадăсене, спорт ăмăртăвĕсене те хутшăннă.
Артем Кузьмин, лицейра 9-мĕш класра вĕренекенскер, Шупашкарта та хастарлăха çухатман. Лицейра тĕрĕслевлĕ майпа ирттернĕ патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕнче вăл тăххăрмĕшсем хушшинче (пурĕ 4 класс) пуринчен те нумайрах бал пуçтарма пултарнă.
Нумаях пулмасть Шупашкарти 5-мĕш гимназире Вырăс географи обществин Чăваш регион уйрăмĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн шкулта вĕренекенсемпе студентсем хушшинче иртнĕ географин IV рейтинглă турнирĕнче пĕрремĕш лигăра (8-9 классем хушшинче) Артем Кузьмин пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Пур лигăсен итогĕсем тăрăх вара иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Çак кунсенче Артемăн ашшĕпе амăшĕ – Владимир Николаевичпа Алена Николаевна – Шупашкара кайса килнĕ. Лицее илем кÿрсе тăракан пултаруллă ывăл ÿстерсе çитĕнтернĕшĕн вĕсене класс руководителĕ тав тунă.