30 марта 2011 г.
ТЕАТР искусствине юратакансем çак кунсенче Шăмăршăри культура аталанăвĕн центрĕн курав залне йышлăн пухăнчĕç. В.Львова режиссер ертсе пыракан халăх театрĕн пултаруллă коллективĕ вĕсене Н.Угарин çырнă пьеса тăрăх хатĕрленĕ "Авлан ĕнтĕ, Михаля..." спектакльпе савăнтарчĕ.
Тĕп рольсене Вера Хорьковапа (Улька) Владимир Павлов (Миша) питĕ ăста вылярĕç. Алена Петрова (Марук), Анжелика Исаева (Верук), Ольга Тимофеева (Надюк), Надежда Милюшкина (Люба), Александр Верьялов (Мăккăль) та хăйсен ролĕсене витĕмлĕн те ĕнентерÿллĕн калăпларĕç.
Спектакль вĕçленсен, интереслĕ премьерăшăн тав туса, тулли зал чылайччен алă çупрĕ.
Шăмăршăри халăх театрĕ çак спектакле Карапай Шăмăршăра та кăтартрĕ. Çывăх вăхăтрах "Авлан ĕнтĕ, Михаля" мыскарапа Пуянкассинче, каярахпа ытти ялсенче пурăнакансем те паллашĕç.