30 марта 2011 г.
ХАСТАР та пултаруллă çамрăксем ялсенче пур-ха. Акă В.Симурзинăн фермер хуçалăхĕнче Петр Лукьянов çартан таврăнсанах ĕçлеме пуçларĕ. Ял пурнăçне юратнăран, ачаранах çĕр ĕçне хăнăхса пынăран çуралнă кĕтесрех юлма шутларĕ. Вăл хăйне шанса панă техникăна яланах юсавлă тытать, фермер хуçалăхĕнче пур ĕçе те хутшăнать. Çуркунне, çур аки вăхăтĕнче, "хурçă учĕпе" сухалать, сÿрелет, акать... Çу кунĕсенче те, кĕркунне те акнă тыр-пул тухăçлăхĕшĕн тăрăшать.
Петьăна техникăна юратас туртăм ашшĕнчен куçнă. Унăн ашшĕ те нумай çул хушши тракторпа ĕçлерĕ.
Хĕллехи кунсенче те ĕçсĕр лармасть П.Лукьянов. Юлташĕсемпе – А.Ильичевпа тата В.Беловпа – вăрман касма çÿрет. Йывăçсене йăвантараççĕ, тураттисене иртеççĕ, сыпăласа тиесе тухаççĕ.
Петя сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнать, спортпа туслă. Пултаруллă каччă ваттисемпе те яланах сăпайлă.