Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕм çини

30 марта 2011 г.

Мухмăр-сухмăрпа хытах аптăранă Илле, хапха умĕнчи пĕрене çинче сĕнксе лараканскер, Михаляна курсан салтак пек яшт сиксе тăчĕ.

"Тен, çăлĕ мана Михаля вилĕмрен, çак кунсенче çеç вăкăрне сутса укçа тунăччĕ-ха вăл", – çиçĕм пек вĕлтлетсе илчĕ шухăш Илле пуçĕнче.

– Мĕн пуçна çĕмĕрсе ларатăн, Илле; – интересленчĕ кÿрши. – Математикăпа пĕр-пĕр задача шутлатăн-и;

– Задачи мĕнĕ... Санпа тавлашса çĕнтерес кăмăл пур вара. Атя тавлашатпăр;

– Мĕн пирки;

Илле, вăй-халне пухса, йăвашшăн кăна кулса илчĕ те, Михаляна картишне ертсе кĕчĕ. Унта Илле арăмĕ Пăлаки ирпе çуса çакнă кĕпе-йĕм кашта çинче типет.

– Ĕненетĕн-и, эпĕ арăм йĕмне çисе яма пултаратăп, – аллине аллă иккĕмĕш размерлă трусси тытрĕ Илле. – Тавлашатпăр-и; Енчен те çиейсен – эсĕ пĕр литр çуттине лартатăн, çиеймесен – эпĕ туянатăп.

Михаля, çак камитле япалана курса тĕлĕннĕскер, тавлашма килĕшрĕ. Ара, арăмĕн йĕмне ăçтан çиейтĕр Илле, сысна мар вĕт вăл тата шăлĕсем те хăрăк.

Тавлашăва çирĕплетсе алă тытрĕç те кÿршĕсем, Илле хăйĕн сăмахне пурнăçлама пуçăнчĕ. Чи малтан турпас татăкĕсене пуçтарса пĕчĕк кăвайт чĕртрĕ вăл. Вут вăй илсен, унта Пăлаки йĕмне пăрахрĕ.

– Ма çунтаратăн; – кÿрши мĕн хăтланнине курсан чĕнмесĕр чăтса тăраймарĕ Михаля.

Илле пĕр сăмах та шарламарĕ, патакпа çăвăра-çăвăра Пăлакин йĕмне ним юлми çунтарса ячĕ. Вара, кăвайт йăлтах çунса пĕтсен, кĕлне ывăçласа илчĕ те питне-куçне пĕркелентерсе чăмлама пуçларĕ. Тепĕр темиçе минутран Пăлаки йĕмĕнчен пуçтарнă кĕл юлмарĕ те. – Çисе ятăм вĕт, э; – çĕнтерÿллĕн пăхса илчĕ Илле Михаля çине. – Чуп эрех патне!

Михаля хирĕçме пăхрĕ, анчах мĕн тăвайăн; Тавлашнă чух мĕнле меслетпе çимелли çинчен килĕшсе татăлман çав вĕсем. Ирĕксĕрех лавкка енне утма тиврĕ.

Илле арăмĕн йĕмне çисе янă хыпар ял çине тухрĕ-тухрех. Пăлаки хăлхине те кĕчĕ вăл, килти тупрана тĕп тунăшăн упăшкине йĕтĕрпе хытах ислетрĕ арăмĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика