Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сулхăн та пулĕ, ăшă та...

30 марта 2011 г.

ÇАНТАЛĂКА сăнакансем пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи апрель уйăхĕ те сулхăн пулмалла. Сывлăшри вăтам температура яланхинчен 2 градус сивĕрех пулĕ теççĕ. Уйăхăн малтанхи эрнинче юр хăвăрт ирĕлме пултарать, анчах каçсерен сивĕ 3-8 градуса çитĕ. Апрелĕн 18-мĕшĕнчен вара сывлăш температури çĕрле те ноль градусран çÿллĕрех пулĕ. Апрелĕн юлашки вунă кунлăхĕ чи ăшши пулмалла: кăнтăрла 13-18 градус таран ăшă çанталăк тăрĕ.

Сулхăн апрель хыççăн май ăшăпа савăнтарĕ, çумăрсем те çăвĕç. Малтанласа 21-26 градус таран ăшă пулма пултарать пулсан, малтанхи вунă кунлăхра сывлăш 0 градуса çитех сивĕнме, каçсерен шăнтма пултарать. Уйăх вĕçнелле çумăрсем сахалрах çумалла.

Кăçалхи хĕле илес пулсан, юр хулăнăшĕ 55-75 сантиметрпа танлашать, çĕр вăтамран 15-45 сантиметр тарăнăш шăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика