Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Водитель, тимлĕ пул, ачасен – каникул!

30 марта 2011 г.

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Шалти ĕçсен министерствин ГИБДД управленийĕн ĕç планĕпе килĕшÿллĕн, пирĕн республикăра мартăн 21 – 31-мĕшĕсенче "Тимлĕ пул – каникул!" профилактика операцийĕ иртет. Ачасен çурхи каникулĕн тапхăрĕнче районти милицин ГИБДД уйрăмĕн сотрудникĕсем вăйлатнă режимлă ĕç кунĕ çине куçаççĕ, ачасем çул-йĕрсем çинче инкек ан курччăр тесе, ялсенче постсем йĕркелеççĕ, ăнлантару ĕçне пурнăçлаççĕ.

Хăш-пĕр шулсенче, çанталăк условийĕсене кура, каникула кăштах кая юлса яраççĕ. Çакна шута илсе, сотрудниксем апрелĕн пĕрремĕш декадинче те ялсене тухса çÿрĕç, ачасен çул-йĕрсем çинчи хăрушсăрлăхĕшĕн тимлĕç.

Каникул тапхăрĕнче ачасем урамсенче, çулсем хĕресленнĕ вырăнсенче тĕрлĕ вăйăсем выляççĕ, хăш-пĕрисем тимлĕх пирки манаççĕ. Çавна май водительсене урамсенче асăрхануллă пулма, хăвăртлăх режимне çирĕп пăхăнма сĕнетпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика