Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Картишĕнче – пĕр кĕтÿ», – тет тулли кăмăлпа Хатып бабай

02 апреля 2011 г.

ПАЛТИЕЛĔНЧЕ пурăнакан Хатып Фаткулисламович Азизов нумаях пулмасть 81 çул тултарчĕ.

Пурнăçра хурапа шурра нумай курнă вăл. Хаяр вăрçă çулĕсенче 13-ĕри арçын ача "Кзыл Юл" колхоз лашисене пăхнă. Çак ĕçре çул çитсе салтака кайичченех тăрăшнă, медальпе Мухтав хутне илме тивĕçнĕ.

1951-1955 çулсенче Хатып Хĕрлĕ Çар службинче тăнă. Салтакран таврăнсан каллех тăван колхозра ĕçленĕ: уй-хирте тăрăшнă, вăрман каснă, платник те пулнă.

Ĕçчен те пултаруллă йĕкĕт кÿршĕри Патирек ялĕн чипер хĕрĕпе Гельзейдепе пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Хастар мăшăр çĕнĕ çурт лартнă, тăватă хĕрпе пĕр ывăл çуратса ÿстернĕ, сад пахчи чĕртнĕ.

Хатыппа Гельзейде Азизовсем тахçантанпах ĕнтĕ тивĕçлĕ канура. Вĕсен ĕçчен те туслă çемйинче халĕ çичĕ çын – кил хуçипе мăшăрĕ, ывăлĕ – Ильгизер тата кинĕ – Фирдания, мăнукĕ, мăнукĕн арăмĕ тата мăнукĕн пĕчĕк ачи. Ильгизер – "Мир" ЗАО тĕп инженерĕ, Фирдания – ялти "Янтарь" лавкка сутуçи.

Азизовсем тулăх пурнăçпа пурăнаççĕ, йышлă выльăх-чĕрлĕх усраççĕ.

– Картишĕнче – пĕр кĕтÿ выльăх, - тет тулли кăмăлпа Хатып бабай. – Лаша, тăватă ĕне, çичĕ пăру, çичĕ сурăх усратпăр. Чăх-чĕп те йышлă. Пахча вĕçĕнче çĕр чавса кÿлĕ турăмăр, пулă ĕрчететпĕр.

Туслă кил-йыш пĕтĕм ĕçе пĕрле тума тăрăшать. Ĕнесене кинĕ сăвать, выльăх пăхма ватăсем те пулăшаççĕ.

Палтиелĕнчи Советски урамĕнчи икĕ хутлă кирпĕч çурт тирпейлĕхпе палăрса тăрать. Кунта чăннипех те ĕçчен çынсем пурăнаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика