Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Çăлтăр çумăрĕ» Шăмăршăсене те савăнтарчĕ

02 апреля 2011 г.

ÇĔНĔ ШУПАШКАРТА республикăри ача-пăча эстрадин "Çăлтăр çумăрĕ" ятлă III конкурсĕ пулса иртнĕ. Унта Шăмăршăри ача-пăча искусствин шкулĕнчи вокал уйрăмĕнче вĕренекенсем те хутшăннă.

"Вокал ансамблĕ" номинацире "Ăшă кулă" ансамбль III степень Диплома тивĕçнĕ. "Эстрада вокалĕ" номинацире вара Мария Константинова (преподавателĕ Т.Б. Яковлева) I степеньлĕ дипломант пулса тăнă. Çавăн пекех ку номинацире Анастасия Мердеевана та Дипломпа чысланă.

Çак кунсенче ача-пăча ÿкерчĕкĕсен Элли Юрьев ячĕллĕ X конкурс кăтартăвĕсене те пĕтĕмлетнĕ. Конкурса пĕтĕм республикипе 519 ĕç тăратнă. Шăмăршăри ача-пăча искусствин шкулĕнчи Аня Тинюкова (преподавателĕ З.П. Морозова), Юля Васильева тата Валя Родионова (преподавателĕ А.К. Краснова) ĕçĕсем хавхалантармалли приза тивĕçнĕ.

Раççей Космонавтикин çулне халалланă республика конкурсĕнче те Илья Михайлов (преподавателĕ З.П. Морозова) ĕçне хавхалантармалли призпа палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика