02 апреля 2011 г.
Карапай Шăмăршă ял поселенийĕнче ĕçчен те пултаруллă çынсем сахал мар. Вĕсен йышĕнче – йывăрлăхсенчен хăраман Ивановсен çемйи. Алексейпе Татьяна çĕр ĕçĕпе тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе ырлăх-пурлăх тăвассишĕн тăрăшаççĕ.
Вĕсем халĕ сăвакан ултă ĕне, çирĕме яхăн вăкăр, виçĕ лаша, хĕрĕхе яхăн сурăх, пушмак пăру усраççĕ. Иртнĕ çулхи шăрăх çанталăка пула ял çыннисенчен чылайăшĕ выльăхсен шутне чакарчĕ пулсан, Ивановсем вара – пачах урăхла, пĕлтĕрхипе танлаштарсан ĕнесемпе вăкăрсен йышне ÿстернĕ те. Выльăх-чĕрлĕх шутне ÿстернĕрен, пĕр çынна ĕçе илнĕ.
"Труд" фермер хуçалăхĕн 150 гектар çĕр пур. Пĕлтĕр 100 гектар ытларах тулă, 10 гектар урпа, 5 гектар сĕлĕ, 10 гектар çĕр улми, 5 гектар нумай çул ÿсекен курăк çитĕнтернĕ. Çакăн чухлĕ çĕр тытса тăракан çынсем, каламасăрах паллă, хĕрÿ тапхăрта хиртен кĕме те пĕлмеççĕ. Паллах, Ивановсене те пĕлтĕрхи тухăç савăнтарсах кайман. Юрать-ха, выльăх-чĕрлĕх валли виçĕм çулхи утă, тĕш тырă саппасĕ пулнă. Çапла саплаштарса пыраççĕ вĕсем.
Фермерсен тракторпа икĕ комбайнĕ, пĕр КамАЗпа çăмăл машини яланах юсавлă. Унсăр пуçне культиваторсем, косилкăсем, утă-улăм тюкламалли агрегат та пур.
Хальхи вăхăтра, çур аки çывхарса пынă май, Ивановсем минерал удобренийĕ, гербицид, çунтармалли-сĕрмелли материал туянасси çине тимлĕх уйăраççĕ. Акмалăх вăрлăх çителĕклех хатĕрленĕ.
Алексейпе Таня 5-6 çул каялла çĕнĕ пÿрт тума пуçланăччĕ. Кăçал, Çĕнĕ çул уявĕ иртсен, вĕсем унта пурăнма куçнă. Хăтлă, икĕ хутлă çуртра ăшă та тирпейлĕ. Хулари хваттер ун çывăхне те пыраймĕ.
Кил хуçи хĕрарăмĕ хуть те мĕнле ĕçе те тиркесе тăмасть: уй-хир ĕçĕсене тунă чухне трактор çине те ларать, унта-кунта тухса кĕме çăмăл машинăпа усă курать. Кил хуçи те аптрасах тăмасть, ĕне сума та ÿркенмест. Ашшĕ-амăшĕн ĕçченлĕхне кура ывăлĕ Максим та харсăр çитĕнет, 6 класра вĕренекенскер, ачаранах çăкăр хакне ăнланса ÿсет.
Ивановсем пек çынсем ытларах пулсан, çĕр-шыври ял хуçалăхĕ те тĕрекленĕччĕ, пурнăç та лайăхланĕччĕ. Тăван ял çĕнелсе илемленесси те вĕсем пек харсăр та ĕçчен çынсенчен килет.