Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хастар хуçан сĕтелĕ тулли

02 апреля 2011 г.

ЯЛ çыннишĕн ик алла çĕр ĕç. Вăл яланах мĕн те пулин тума тăрăшать: пахчара тăрмашать, выльăх-чĕрлĕхне пăхать... Килти хуçалăха аталантармасăр пурăнма çăмăлах мар паян. Нумай-и, сахал-и – выльăх-чĕрлĕхрен, пахча çимĕçрен хушма тупăш илме пулать.

Кахăрлă Шăхаль ялĕнче пурăнакан Петровсем – ĕçчен те пултаруллă çемье. Надьăпа Анатолий мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса, ял пурнăçĕн нушине-савăнăçне туйса ÿснĕ, йывăрлăхсем умĕнче пуçĕсене усман. Çамрăклах тăван колхозра ĕçлеме тытăннă. Çемье пуçĕ механизаторта, мăшăрĕ фермăра вăй хунă. Паллах, ачисене тивĕçлĕ воспитани пама та тăрăшнă. Виçĕ ывăлĕпе хĕрĕ ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçчен те маттур. Вĕсем те ни-мĕнле ĕçрен те хăраса-ÿркенсе тăмаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ Петровсене ялта хисеплеççĕ.

Ырă та кăмăллă çемье хуçалăхра лаша, ĕне, 3 сысна усрать, кăрккасем, индокăвакалсем, чăхсем тытать.

Паллах, лашаллă çемье ялта ĕлĕкренех ĕçченлĕхпе палăрса тăнă. "Лаша çумĕнче хăвăн та лаша пек ĕçлемелле", – тени те çакнах çирĕплетет. Петровсен лаши ялти çынсене пахчари улма йăранĕсене кăпкалатнă, тухăçа тухса кĕртнĕ чухне самаях пулăшать. Утă-улăм кÿмешкĕн лаша ыйтма пыракансене те хирĕçлемеççĕ вĕсем. Сысна амисене çăвăрлаттараççĕ, çурисене сутса укçа тăваççĕ. Паллах, какайлăх та сысна усраççĕ вĕсем. Унсăр пуçне Петровсен сĕтелĕ яланах кăркка, индокăвакал какайĕпе пуян. Сĕт-турăх, çу-тăпăрчă та – хăйсен хуçалăхĕнчен.

Пахча çимĕç туса илесси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ Надьăпа Толя. Çĕр улмипе кăна çырлахмаççĕ вĕсем. Выльăх-чĕрлĕх валли чĕкĕнтĕр те нумай акаççĕ. Кишĕр-çарăк, хăяр-помидор вара вĕсен кашни çулах ăнса пулать.

Надя хальхи вăхăтра Макаровсен "Карла" фермер хуçалăхĕнчи фермăра вăй хурать. Килти ĕçсене те пурнăçлать. Вăл ташша-юрра та питĕ ăста. Ялти "Ахаяс" фольклор ушкăнне çÿрет. Анатолий аякка кайса ĕçлет, çемьешĕн тăрăшать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика