02 апреля 2011 г.
1941 ÇУЛХИ июнь уйăхĕн юлашки кунĕсем... Ярăславри Федор Тихонов хăйĕн юратнă мăшăрне, Наталине, пиллĕкри хĕр ачине, Маньăна, ăшшăн чуп тунă та фронта тухса кайнă.
Малтанласа вăрçăран çырусем килкеленĕ-ха. 1942 çулхи октябрьте черетлĕ çыру çитнĕ. Анчах та вăл савăнăç вырăнне питĕ пысăк хурлăх кÿнĕ – Федор Тихонов паттăрсен вилĕмĕпе пуç хуни пирки хыпарланă çырура. Çав çулах унăн 25-ри тата 22-ри шăллĕсем – Петьăпа Николай Тихоновсем те хаяр çапăçусенче пуç хунă.
1944 çулта Мария Тихонова ялти пуçламăш шкула çÿреме пуçланă. 4 класс пĕтерсен малалла вĕренме каяйман - колхоз ферминче дояркăра ĕçлекен Саня аппăшне пулăшнă. Каярахпа уй-хир бригадинче тăрăшнă.
1955 çулта Мария районти ытти хĕрсемпе пĕрле вербовкăпа Калинин облаçне торф кăларма тухса кайнă.
– Хамăр ялти Нина Тихоновапа, Карапай Шăмăршăри Клавдия Денисовапа тата Хайпăлари хĕрсемпе пĕрле ĕçлеттĕмĕр, – аса илет Маня аппа. – Ĕç укçи сахал тÿлетчĕç. Столовăйра апат çитернипех саплаштарса пыратчĕç предприяти ертÿçисем. Ку, паллах, пире çырлахтармарĕ – хĕл каçсан, çу кунĕсенче, эпир яла таврăнтăмăр.
Часах колхоз урлă пире тепĕр çĕре – Мускав облаçĕнчи Орехово-Зуево станцийĕ таврашĕнчи торф предприятине 3 çуллăха ĕçлеме ячĕç. Унта вара укçа-тенкĕ енĕпе кÿрентерместчĕç – аванах ĕçлесе илеттĕмĕр.
1960 çулта, торф предприятийĕнче ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕпе, выльăх-чĕрлĕх усраса тупăштарнипе Тихоновсем лайăх пÿрт туяннă, ăна куçарса килсе кивви вырăнне лартнă.
Мария Тихонова, колхозра ĕçлекенскер, каçхи вăйăра пурне те хăйĕн хитре сассипе, тăпăр-тăпăр ташшипе савăнтарса тăнă. Хура çивĕтлĕ, ĕçчен те чипер хĕре чылай каччă килĕштернĕ. Ялти сăпайлă йĕкĕт, киномеханикра тăрăшакан Петр Лукьянов, ăна хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтнă. Хĕр хирĕçлемен. 1961 çулта вĕсем пĕр çемьене пĕрлешнĕ.
Туслă çемьере умлă-хыçлă 2 ывăл çуралнă. Питĕ шел, телейлĕ çемье пурнăçĕ вăраха тăсăлман. 1973 çулта йывăр чире пула Петр Николаевич пурнăçран çамрăклах уйрăлнă.
Маня аппа йывăр хуйхине ĕçре пусарнă: уй-хир бригадинче вăй хунă, фуражирта тăрăшнă. 60 çула çитичченех ĕçленĕ вăл. Пархатарлă ĕçшĕн ăна "Ĕç ветеранĕ" медальпе, тĕрлĕ знаксемпе, Хисеп хучĕсемпе наградăланă.
Çак кунсенче Мария Лукьянова 75 çул тултарчĕ. Çак ятпа ăна ывăлĕ, кинĕ, 5 мăнукĕ, мăнукĕсен 2 ачи ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăхпа тулли телей, вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх сунчĕç.