Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялтăр Мучин сумлă парни

02 апреля 2011 г.

ТĂПĂЛ–ТĂПĂЛ хуплашкаллă, типографире лайăх пахалăхпа пичетленĕ çак хулăнах мар кĕнекене аллăма тытрăм та, вуласа тухмасăр та пăрахаймарăм. "Урал паттăр" – тăванла пушкăрт халăхĕн вилĕмсĕр эпосĕ. Ăна Ялтăр Мучи – Н.В. Дмитриев чăвашла куçарнă, Ĕпхÿ хулинче çут тĕнчене кăларнă.

"Авал-авал авалтан,

Этем тавраш çÿремен,

Килсе ура та пусман.

Çав таврара типĕ çĕр

Пуррине никам пĕлмен,

Шыв хупланă пур енчен

Пĕр вырăн пулнă иккен.

Авал пулнă тет унта

Чунпаран пĕр ватăпа

Ун карчăкĕ – Чунпике", – курай кĕвви пек илемлĕ хайлавпа пуçланать çак асамлă юмах.

Чунпаранпа Чунпикен икĕ ывăл пулнă – Шÿлкенпе Урал.

Шăпах Урал паттăр ирĕклĕхе юратни, вилĕмсĕрлĕхе ăнтăлни, телей шырани, ырă кăмăллăхпа чун тасалăхĕ çинчен хывнă та ĕнтĕ çак чаплăран та чаплă хайлава.

Урал паттăр тăван халăха чĕререн юратса, унăн ирĕклĕхĕшĕн пуçне хурать.

"Урал çулĕ – çÿллĕ ту,

Ун вил тăпри – чаплă ту

Урал пулса юлнă тет".

Ялтăр Мучи – çамрăк çын мар, саккăрмĕш теçеткере пырать. Пушкăрт халăх эпосне илемлĕ чĕлхепе куçарса чăваш вулаканĕсене парнелени – чăннипех те сăваплă ĕç. Пултарулăх ĕçĕнче ăна ăнăçу, пурнăçра çирĕп сывлăх сунар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика