02 апреля 2011 г.
ПĂЧĂРЛĂ ПАШЬЕЛĔНЧИ К. 2010 çулхи ноябрĕн 14-мĕшĕнче çак ялти пĕччен пурăнакан тепĕр йĕкĕт килне кĕнĕ. "Кĕтмен хăна" ним çукран тенĕ пек кил хуçипе хирĕçÿ пуçланă. К. шучĕпе, çак каччă ун пирки ялта лайăх мар калаçнă имĕш. Кил хуçине вăл кĕтмен çĕртен ал-урипе 3-4 хут çапса-тапса илнĕ. Лешĕ урайне ÿксен ăна тата икĕ хутчен урипе кĕрĕслеттернĕ. Кун хыççăн вăл лăпланнă тетĕр-и; Çук çав. Преступленилле ĕçе малалла тăсса, 23 çулти çак çамрăк чÿрече çинче выртакан лаптак вĕçлĕ хĕскĕче (плоскогубцы) ярса тытнă, унпа кил хуçин аялти виçĕ (!) шăлне кăларса ывăтнă. Кун хыççăн вара кăкăрĕнчен икĕ хутчен сунар пăшалĕн приклачĕпе тăрăслаттарнă.
Çак кунсенче районти суд ларăвĕнче ку ĕçе тĕплĕн пăхса тухнă. РФ УКĕн 117 статйин 2 пайĕн "Д" пункчĕпе килĕшÿллĕн 23 çулти çамрăка 3 çуллăха ирĕкрен хăтармалла тунă. Пулни-иртни пирки шутлама, тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿ тума вăхăт çителĕклĕ пулать унăн.