Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăмăрту çивĕч иртрĕ

06 апреля 2011 г.

АПРЕЛĔН 2-мĕшĕнче Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн спорт залĕнче арçынсен командисем хушшинче волейболла выляса районта мала тухассишĕн ăмăрту иртрĕ. Çивĕч кĕрешÿре Карапай Шăмăршă ял поселенийĕн команди (капитанĕ И.Сабаев) – пĕрремĕш, Шăмăршăри халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр команди (А.Вазанов) – иккĕмĕш, Пуянкасси ял поселенийĕн команди (В.Абсалямов) – виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Çĕнтерÿçĕсене район администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политики тата культура пайĕн грамотипе, парнесемпе чысларĕç.

Çакна та каламалла: юлашки çулсенче районти волейболистсен ăсталăхĕ ÿссе пыни сисĕнет. Шел те, республика пăлтерĕшлĕ ăмăртусене хутшăнма командăсем тăратаймаспăр-ха. Ку вăл пирĕн ĕçри тĕп çитменлĕх пулса тăрать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика