Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анне пекех çывăх

06 апреля 2011 г.

Манăн кукамай Пăчăрлă Пашьел ялĕнче пурăнать. Ăна Александра Васильевна Угарина тесе чĕнеççĕ. Унăн пурнăçĕ çăмăлах пулман. Вăл вăрçă вăхăтĕнче çуралса ÿснĕ. Ачаллах вăрмана сухăр пуçтарма çÿренĕ, колхоз ĕçне хастар хутшăннă.

Ĕç биографине ялти перекет кассинче ĕçлесе малалла тăснă. Унта ĕçленĕ вăхăтра кукамая Мухтав хучĕсем парса чысланă. Çакăнта ĕçлесех тивĕçлĕ канăва тухнă. Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçенĕшĕн ăна "Ĕç ветеранĕ" медальпе чысланă.

Кукамайпа кукаçейĕн пилĕк ача, сакăр мăнук. Кукамай вĕсем çине пăхса савăнса пурăнать. Унăн пичĕ пĕркеленчĕк пулсан та пирĕншĕн вăл чи илемли. Апла пулсан та вăл ватлăха парăнасшăн мар-ха. Ун кил картинче – выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп. Пире, мăнукĕсене, пырсан яланах ăшă кăмăлпа кĕтсе илет, тутлă кукăльпе хăналать, чăлха-алсиш çыхса парать. Кукамай пирĕншĕн анне пекех хаклă, юратнă çын. Эпир ăна нумай çул пурăнма сывлăх сунатпăр. Нихăçан та ан ватăл, яланах пирĕнпе пул, юратнă кукамай!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика