Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Умри çутă сăнар

06 апреля 2011 г.

"Анне, пирĕн класс вĕренекенĕсем асламăшĕсем çинчен сочинени çыраççĕ. Ман асанне çук, кукамай та аякра", – тетĕп аннене. "Мĕн тăван-ши ĕнтĕ, ачам; Хам асанне çинчен каласа парам-ши вара; Вăл – санăн ват асаннÿ", – хуравларĕ анне тетрадьсем тĕрĕсленĕ çĕртен пуçне çĕклесе. "Каласа пар, анне, каласа пар", – савăнсах килĕшетĕп эпĕ.

"Вырнаçса лар та итле эппин. Кĕскех пулмĕ ман сăмахăм", – пуçларĕ анне. Эпĕ анне çумнерех вырнаçрăм.

"Асанне çĕре кĕни чылай çул ĕнтĕ. Апла пулин те унăн çутă сăнарĕ манăн умрах, асăмрах. 1911-мĕш çулта Муркаш районĕнче çуралнă вăл. Матрена Ивановна тетчĕç ăна. Çак ятпа 93 çул пурăннă вăл çĕр çинче, çапах хăй ятне те, ашшĕ ятне те яман.

Унăн ачалăх çулĕсем çăмăл пулман, вăрçăсем, революци, тĕнче пăтранăвĕ. Ку событисене ача-пăча ăнланман та ĕнтĕ, анчах 1921-мĕш çулхи Атăл тăрăхĕнчи выçлăха лайăх ас тăватчĕ. Ун чухне вăл, вуннăри ача, тетĕшпе Атăл леш енчи çармăс (мари) ялне кĕтÿ кĕтме кайнă пулнă. Кĕтÿçĕн ĕçĕ çăмăлах мар: кашни кун, кирек мĕнле çанталăкра та, ир пуçласа каçчен пушă сĕтĕрмелле. Мĕн тăвăн – хырăм выçать, çиме ыйтать.

Манăн теттесем пулман. Юлташ хĕрачин вара çĕтĕксенчен çыхса тунă пукане пурччĕ. Пĕррехинче вылясан-вылясан эпĕ темле май çак пуканене килех илсе кайнă. Каçхине анне курчĕ те: "Кам япали ку; Халех леçсе пар!" – терĕ çирĕппĕн. Анне сăмахĕнчен иртеймĕн, анчах епле кайса памалла; Намăс! Леçсе патăм-патăмах. Унтанпа нихăçан та çын япалине илмен! Çак сăмахсене эпĕ, ача, яланлăхах чĕрене хунă, – ăс вĕрентмелле каланăччĕ вăл пире.

Çирĕм тăваттăра хăй пурăннă тăрăхри кÿршĕ ял каччипе мăшăрланса çемье çавăрнă. Çамрăк çемье йышĕ çултан-çул ÿснĕ, вĕсен 5 ывăл çуралнă. Анчах телейлĕ пурнăçа хăрушă вăрçă татнă. Вăрçăран йывăр чирлесе таврăннă мăшăрĕ Çĕнтерÿ кунне кĕтсе илнĕ, анчах сурана пула часах çĕре кĕнĕ.

Колхозри йывăр ĕçре иртнĕ асаннен пурнăçĕ. Эпĕ ас тăвасса, тивĕçлĕ канăва тухсан та канлĕх курман çывăх çыннăмăр. Колхоз садне ĕçлеме çÿретчĕ, пушă вăхăтра çывăхри вăрманта кăмпа, çырла пухатчĕ. Пире те хăйĕнчен хăвармастчĕ. Пĕчĕккĕн мăнукĕсене ĕçе хăнăхтаратчĕ. Апат-çимĕç пĕçерме те асаннеренех вĕреннĕ эпир, хĕр ачасем. Анне ялан ĕçре пулнă.

Пурнăçĕ йывăр пулнăран, вĕренме те май килмен асаннен, темиçе уйăх кăна шкула çÿренĕ тетчĕ. Çапах çырма та, вулама та пĕлетчĕ. Сывă юлнă, ÿссе çитĕннĕ икĕ ывăлĕ те ÿкерме, сăвă çырма, алă ĕç тума ăста. Эпĕ унăн пĕрремĕш мăнукĕ пулнă. Асанне эпĕ аслă шкул пĕтернипе мăнаçланса савăнатчĕ.

Санăн аппусем пĕлеççĕ, курнă ватă асламăшне. Ывăлăм, часах килеймерĕн çĕр çине, çапах та эсĕ ватă асаннÿн черченкĕ турачĕ. Унсăр эсĕ те пулман пулăттăн çĕр çинче. Ватă асаннÿ çулĕпе чыслăн утса пыма тăрăш: лайăх вĕрен, çын пул!",– тесе вĕçлерĕ анне, аса илÿпе çемçелнĕ кăмăлне хытарса.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика