Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрă-ташă – чун уççи

06 апреля 2011 г.

Юрă-ташă – чун уççи

РАÇÇЕЙРИ Космонавтика çулне халалланă смотр-отчет концерчĕсем районта графикпа килĕшÿллĕн пыраççĕ. Нумаях пулмасть Анат Чаткас ял поселенийĕн илемлĕ пултарулăх коллективĕ те тăван ял-йыша интереслĕ программăпа савăнтарчĕ.

Концерт программине А.Еремеева уçрĕ. Вăл Г.Айхи çырнă "Космонавт амăшĕ" сăвва чуна хумхантарса вуласа пачĕ.

Хор "Россия" тата "Тăвансемĕр, тав сире" юрăсене анлăн та мăнаçлăн шăрантарчĕ (аккомпаниаторĕ А.Лукианова). "Чебурашка" ача сачĕн воспитанникĕ Е.Ильин тата çак учрежденири ачасен фольклор ушкăнĕ юрланă юрăсене те тулли кăмăлпа йышăнчĕç залра ларакансем. Н.Ильина солистка "Уява", В.Синелева "Моя мама", Л.Хрисанова "Уй-хир урлă" юрăсемпе, Н.Петрова шÿтлĕ такмаксемпе савăнтарчĕç.

Ансамбльсем те сцена ăсталăхĕпе палăрчĕç. Хĕрарăмсен ансамблĕсем "Ой, беда, беда", "Савăнма та вăхăт çук", "В лунном сиянии" юрăсемпе кăмăла çĕклерĕç.

"Чебурашка" ача сачĕн работникĕсем концертсене шÿтлĕ программăпа хутшăнаççĕ. Хальхинче вĕсем "Психбольницăра" сценкăна туллин кăтартрĕç.

Купăс сасси концерта хăйне евĕр илем кÿрет. В.Захаров купăсçă чăваш тата вырăс кĕввисене ăста каларĕ.

Концерта ялти фольклор коллективĕ çĕнетнĕ программăпа вĕçлерĕ.

Смотр-отчет концертне килнĕ çынсем Культура çурчĕн фойинче ялти алĕç ăстисен выставкипе те кăсăкланса паллашрĕç. Вĕсем уйрăмах Н.Петрова шăрçасем хурса çĕленĕ, тĕрĕсемпе илемлетнĕ "Таса Хĕр Мариян" турăшне килĕштерчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика