06 апреля 2011 г.
РАÇÇЕЙРИ Космонавтика çулне халалланă районти илемлĕ пултарулăх коллективĕсен фестивальне малалла тăсса Кивĕ Чукал ял поселенийĕн художество ушкăнĕ те тăван ял-йыш умне смотр-отчет концерчĕн программипе тухрĕ.
Концерта Н.Иванов солист космонавтсем юратакан "Трава у дома" юрăпа уçрĕ. Шкулта вĕренекен М.Чамеева, Е.Малеевапа М.Кириллов "Космос паттăрĕсем çинчен хывнă юрă" шăрантарчĕç. Т.Малеева "Чăвашсен пĕрремĕш космонавтне" сăвва çĕкленÿллĕ кăмăлпа вуласа пачĕ. Н.Ивановпа П.Чурбанов "Не плачь, мама", Т.Малеева "Маленькая страна", М.Мандрюков "Давай за жизнь" юрăсене илемлĕ юрларĕç.
"Пилеш" фольклор коллективĕ хăйĕн программине çĕнетсех тăрать. Хальхинче вăл тăван ял-йыша "Ух, ах, ух, ах" юрă-ташă композицийĕпе савăнтарчĕ.
Ялти "Петушок" ача сачĕн воспитанникĕсем зала хаваслă юрă-такмакпа килентерчĕç. Карзановсен çемье ансамблĕ те хăйĕн çепĕç юррисемпе чун-чĕрере ăшă туйăм хăварчĕ.
Культура çурчĕ çумĕнчи драма кружокĕн сценкисене, "Асамат" ташă ушкăнĕпе "Шăпчăк" ансамбль номерĕсене те ăшшăн йышăнчĕç залра ларакансем.
Программăна вĕçлесе, хор "Ты цвети, Россия" тата "Тăван уй-хир" юрăсене мăнаçлăн шăрантарчĕ.
Концерта килнисем культура учрежденийĕн фойинче ялти алĕç ăстисен выставкипе те паллашрĕç. Карзановсен, Малеевсен, Чамеевсен, Борзовсен çемйисен тата И.Малееван илемлĕ ĕçĕсем пурне те килĕшрĕç.
Ялти Культура çурчĕн администраторĕ З.Карзанова тата илемлĕх ертÿçи З.Савельев смотр-отчет концертне тивĕçлĕ шайра хатĕрлеме тăрăшни курăнчĕ.
Кивĕ Чукал ял поселенийĕн пуçлăхĕ А.Чамеев ялти обществăлла ĕçсенче тата культура пурнăçĕнче пысăк активлăхпа палăрса тăракан çынсене Грамота парса чысларĕ.