06 апреля 2011 г.
Росстат Пĕтĕм Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравĕн малтанхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ
Росстат пĕлтернĕ тăрăх – пирĕн çĕр-шывра 142905,2 пин çын пурăнать. Экспертсен шутлавĕпе килĕшÿллĕн Раççей халăхĕн йышĕ сакăр çулта (2002 çулхи çыравранпа) 2,3 млн çын е 1,6 процент (урăхла каласан çуллен вăтамран 275 пин граждан) сахалланнă.
Çухатăвăн тĕп сăлтавне сăнавçăсем вилеслĕх пысăккипе (уйрăмах арçынсен) ăнлантарма пăхаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ вĕсен тÿпи Раççей халăхĕн пĕтĕм йышĕнче каллех 46,6 процент таран чакнă. Кунсăр пуçне унччен совет республикисем шутланнă патшалăхсенчен мигрантсем куçса килни те, демографи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕллевпе йышăннă программăсем те çĕр-шывра пурăнакансен хисепне пысăклатма пулăшаймарĕç.
Кÿршĕре, ытти регионта мĕнлерех?
Сакăр çулта халăх йышне сыхласа хăварма кăна мар, ăна ÿстерме те пултарнă 20 регион хушшинче – пирĕнпе кÿршĕллĕ Тутарстан, унăн ÿсĕмĕ 0,2 процент чухлĕ. Хусансем ку енĕпе пĕлтĕрех хăпартланатчĕç: юлашки 18 çулта унта ача çуратаслăх кăтартăвĕ çынсем пурнăçран уйрăлнипе çыхăннинчен иртсе кайнă-мĕн.
Арçынсемпе хĕрарăмсен хисепĕн шайлашăвĕ вара малтанхинчен уйрăлса тăмасть: пĕрремĕшĕсем сакăр çул каяллахи пекех сахаллăн, 281,4 пин таранах!
Хастар арсене шырамашкăн Чукоткăна каймалла пулинех. Вĕсем унта ытлашшипех, апла тăк мăшăрсăррисем те пурах.
Ял халăхĕ Тутарстанра та чакса пырать. Çакăн тĕп сăлтавĕ - тутарсем те хуланалла туртăнни. 2002 çулхи çыравпа танлаштарсан унта тымар янисем халĕ 58 пин сахаланнă, 300 ял çынни чухлĕ чакнă эппин.
Пушкăртсене илес тĕк унти халăх йышĕ 2002 çулхи шайăн 99,2 проценчĕ чухлĕ юлнă.
Халăх йышĕпе федерацин Атăлçи округĕнче пирĕн республика кăтартăвĕсем чи япăххисем мар иккен. Тĕслĕхшĕн Киров облаçнех илĕпĕр. Унта çухату тата сисĕмлĕрех: 2002 çулхи шайăн 89,2 проценчĕпе çеç танлашать.
Чăваш хутлăхĕнче те сахалрах
Пĕтĕм Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсене – халăх йышĕпе, çав шутра арçынсемпе хĕрарăмсем миçен пулнипе, муниципалитет районĕсем тата хула округĕсем тăрăх палăртса хула тата ял халăхĕ çине пайланипе çыхăннисене, Чăвашстат та хатĕрленĕ.
Малтанласа палăртнă тăрăх çĕр-шыв пĕлтерĕшлĕ мероприятире 2010 çулта ялан пурăнакан 1251,6 пин çынна шута илнĕ. 2002 çулхи çыравпа танлаштарсан 62,2 пин çын (4,7 процент) чакнă. Сакăр çул каялла 1313,8 пин граждана çырса тухнă.
Халăх сахалланни вилекенсем çут тĕнчене килекенсенчен нумайрах пулнипе те, миграци пĕчĕкленнипе те çыхăннă.
Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта 588,5 пин е республика халăхĕн 47 проценчĕ тĕпленнĕ (2002 çулта – 44 процент). Асăннă хуласемсĕр пуçне (вĕсенче 2,6 тата 7,1 процент хушăннă), ытти хула-районта пуринче те йыш чакнă. Çухату уйрăмах Улатăр (20,3 процент), Хĕрлĕ Чутай (19,8 процент), Пăрачкав (19,2 процент), Çĕмĕрле (19,0 процент) тăрăхĕсенче пысăк.
2010 çулта хулара пурăнакансен хисепĕ 58,8 процентпа (2002 çулта – 60,6) танлашнă. Çакăнта, паллах, администраципе территори енĕпе ирттернĕ çĕнĕлĕхсен витĕмĕ те пур: икĕ çырав тапхăрĕнче хула типлă сакăр поселока (Улатăр районĕнчи Киря, Вăрнар районĕнчи Вăрнар, Йĕпреç районĕнчи Буинск тата Йĕпреç, Вăрмар районĕнчи Вăрмар, Шупашкар районĕнчи халĕччен Шупашкар хула администрацине пăхăнса тăнă Кÿкеç, Çĕнĕ Лапсар, Сосновка) Чăваш Республикин саккунĕпе килĕшÿллĕн ялти халăх пурăнакан пункт шутне кĕртнĕ. 2002 çулхи çыравра вĕсенче пурăнакансене хула çыннисем тесе шута илнĕ.
Хĕрарăмсен йышĕ 2002 çулта арçынсенчен 96,3 пин нумайрах пулнă тăк 2010 çулта – 87,2 пин. Иртнĕ çул пĕрремĕшĕсем – 669,4 пин (53,5 процент), иккĕмĕшсем 582,2 пин (46,5 процент) шутланнă. 2002 çулта – 53,7 тата 46,3 процент.
Хамăрăн Шăмăршă районне илес пулсан, пурĕ 14761 çын - 7130 арçынпа 7631 хĕрарăм пурăнни паллă. 2002 çулпа танлаштарсан, районта халăх йышĕ 11 процент чакнă.
2010 çулхи çыравăн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсене тĕпе хурса республика, муниципалитет районĕсен тата хула округĕсен халăхĕн 2011 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пулнă йышне хаклама май килет, ăна вара бюджетсен хушшинчи хутшăнусене йĕркеленĕ чухне шута илеççĕ.
Хальхи вăхăта Чăвашстат çырав хучĕсене сканерлассине, форма тата логика тĕлĕшĕнчи тĕрĕслеве вĕçленĕ, çырнисене автоматизаци мелĕпе кодировка тунă. Йĕркелесе çитернĕ ĕçлĕ хутсене Росстата ярса панă.
Хушса çырни
Росстатăн çÿлерех палăртнă тĕслĕхĕсем – малтанласа тишкернĕскерсем. Пĕтĕм Раççей халăхĕн 2010 çулхи çыравĕн тĕрĕс кăтартăвĕсене вара 2012 çул вĕçленнĕ тĕле хатĕрлесе çитерĕç.