Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нумай çул пурăнăр, ветерансем!

06 апреля 2011 г.

Нумай çул пурăнăр, ветерансем!

ПУЯНКАССИНЧЕ пурăнакан Вера Михайловна Андреева, Любовь Семеновна Иванова тата Евдокия Ивановна Мещанова мĕн ватăличчен тăван колхозра ĕçленĕ. Виççĕшĕ те "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ, ывăлсемпе хĕрсем çуратса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине тухма мăшăр çунат парнеленĕ. Çак кунсенче ялти хисеплĕ ватăсем 70,75 тата 80 çулхи юбилейĕсене паллă тăваççĕ.

Паянхи кун та ĕçсĕр лармаççĕ вĕсем: кил-çурт таврашĕнче тăрăшаççĕ, выльăх-чĕрлĕх, чăх-чĕп пăхма пулăшаççĕ, мăнукĕсене пăхса ÿстереççĕ тата ытти те. Любовь Семеновна – ал ĕç ăсти, вăл çыхнă-тĕрленĕ япаласене выставкăсенче те кăтартатпăр. Çавăн пекех вăл ялти библиотекăри чи хастар вулакансенчен пĕри, "Ахаяс" фольклор ушкăнĕн чи маттур юрăçи.

Вера Михайловна та фольклор ушкăнне çÿрекенсене ĕлĕкхи юрăсемпе такмаксен сăмахĕсене вĕрентет, хăй те илемлĕ юрлать.

Библиотекăра юбилярсене чыслама "çавра сĕтел" йĕркелерĕмĕр, унта ял поселенийĕн администрацийĕнче ĕçлекенсем, ветерансен тата хĕрарăмсен канашĕсен ертÿçисем те хутшăнчĕç.

Хисеплĕ ватăсене ăшă сăмахсемпе, чун-чĕрене çĕклекен илемлĕ юрăсемпе чысларăмăр, пысăках мар парне парса кăмăлĕсене çĕклерĕмĕр. Юбилярсем хăйсем те парăмра юлмарĕç, чăваш халăх юррисене юрласа савăнтарчĕç.

Тĕл пулу ячĕпе библиотекăра "Кайăк хитре тĕкĕпе, этем хитре ĕçĕпе" ятлă выставка йĕркелерĕмĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика