06 апреля 2011 г.
КУЛĂШ кунне халалласа, Шăмăршăри культура аталанăвĕн центрĕнче район конкурсĕ иртнĕ. Çак конкурсра Шăмăршăри халăх театрĕ (режиссерĕ В.Львова) пĕрремĕш степень Кулăш Кубокне илме тивĕçнĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта – Кивĕ Чукалти (З.Карзанова) тата Пуянкассинчи (Н.Федотова) театр коллективĕсем.
"Чи лайăх хĕрарăм ролĕ" номинацире В.Хорькова (Шăмăршă), "Чи лайăх арçын ролĕ" номинацире Н.Иванов (Кивĕ Чукал), "Чи лайăх сăнарлă роль" номинацире Ф.Малов (Виçпÿрт Шăмăршă) çĕнтернĕ.