Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Производствăра инкек ан пултăр

06 апреля 2011 г.

АПРЕЛĔН 1-30-мĕшĕсенче пирĕн республикăра ĕç сыхлавĕн уйăхлăхне ирттереççĕ.

Ку ахальтен мар: ĕçре асăрханусăр пулнипе сусăрланасси, травма илесси çĕр-шывра çав-çавах чакмасть.

Пĕлтĕр кăна Мускаври стройкăсенче 200-е яхăн çын вилнĕ, 677-ĕшĕ йывăр аманнă. Вĕсен пысăк пайĕ ĕç хăрушсăрлăхĕн правилисене сĕмсĕррĕн пăснипе çыхăннă.

Ĕçре сусăрланнă е вилнĕ тĕслĕхсем пирĕн республикăра та пулнă. Ĕç дисциплинине пăхăнманни, ĕçе кирлĕ пек йĕркелеменни, ĕçлекенсене тивĕçлипе контроллесе тăманни производствăра травма илнин тĕп сăлтавĕсем пулса тăраççĕ. Раççей Федерацийĕнчи ĕç инспекцийĕ пĕлтернĕ тăрăх, уйрăм çын предприятийĕсенче, патшалăх предприятийĕсенчипе танлаштарсан, травматизм шайĕ виçĕ хут пысăкрах. Çĕр-шывра кашни уйăхрах производствăра 650 çын вилет, 1000 çын инвалид пулса тăрать.

Çак цифрăсем чуна çÿçентереççĕ. Çавăнпа та эпĕ район çыннисене ĕçре çав тери асăрхануллă пулма, хăрушсăрлăх правилисене пурнăçлама, вăрманта е уй-хирте, фермăра ĕçленĕ чух урă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнма чĕнсе калатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика